Воскресенье, 5 мая

Транспорт, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ

Транспорт, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ

Мускаври ВДНХра иртекен «Россия» форум-выставкӑри 75-мӗш павильонра мартӑн 26—31-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин эрни пырать.

Выставкӑна килекенсене «ӑслӑ» транспорт системи  тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ интерактивсем, профильлӗ викторинӑсем, транспорт лотерейи, «Семейный дрифт», «Бип-квиз» интеллектуаллӑ та хаваслӑ вӑйӑсем кӗтеҫҫӗ.

Ачасемпе ҫамрӑксем валли транспорт техники, ҫул-йӗр паллисем тата ытти тематикӑсемпе мастер-классем йӗркелеҫҫӗ.

Республикӑра транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ нумай ҫӗнӗлӗхпе курса паллашма пулать.

ВДНХра хӑрушсӑрлӑх мерисене вӑйлатнӑ. Выставкӑна тӗп арка урлӑ кӗмелле. Ирхине 9 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *