Воскресенье, 19 мая

Проект хыҫҫӑн проект пурнӑҫланать

Проект хыҫҫӑн проект пурнӑҫланать

Шурут территори уйрӑмне Шурут, Шурут-Нурӑс, Тутар Шурут, Йӳҫ Шӑхаль, Юнтапа ялӗсем кӗреҫҫӗ. Ку тӑрӑх Патӑрьел, Йӗпреҫ округӗсемпе чикӗленсе тӑрать.

Ял ҫыннисенчен ытларахӑшӗ «Урожай» колхозра, «Победа» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче ӗҫлеҫҫӗ.

Кунта экономикӑпа социаллӑ ытти учрежденисем те — Шурутри почта уйрӑмӗ, ветеринари пункчӗ, ватӑ ӳсӗмри граждансемпе инвалидсен вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗ, аптека, райпон, уйрӑм ҫынсен лавккисем тата ытти те — пур. Шурут ялӗнчи шкула 1839 ҫулта уҫнӑ, вӑл Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи пирвайхи шкулсенчен пӗри. 1986 ҫулта шкул икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурта куҫнӑ. Шурут ялӗнче 2003 ҫултанпа пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ ӗҫлет. Малтан участок больници йывӑҫран пулнӑ (паянхи кун ҫав ҫуртра хӗрарӑмсен мӑнастирӗ вырнаҫнӑ). Унӑн никӗсне 1904 ҫулта хывнӑ, чирлисене вӑл 1908 ҫулта йышӑнма пуҫланӑ.

Шурутрах Христос Ҫуралнин чиркӗвӗ пур, вӑл пирӗн тӑрӑхра чи ватӑ чиркӳсенчен пӗри, 1748 ҫулта хута кайнӑ. Тутар-Шурут ялӗнче собор мечечӗ ӗҫлет.

Сергей МАШТАНОВ,

Шурут территори уйрӑмӗн начальникӗ:

— Тӑван ен, Шурут тӑрӑхӗ маншӑн питӗ ҫывӑх та хаклӑ. Ҫуралнӑ кӗтесӗме, унӑн ҫыннисене кӑмӑллатӑп, килӗштеретӗп. Вӑл чи лайӑххи, хӑтли, илемли пултӑр тесе ырӑ ӗҫсем ытларах тӑвас килет. Территори уйрӑмӗн ӗҫченӗсемпе ҫак тӗллевсене пурнӑҫа кӗртессишӗн пӗрле вӑй хуратпӑр та. Вырӑнта пурӑнакансен шухӑшӗсемпе сӗнӗвӗсене шута илсе ҫулсеренех темиҫешер проект хатӗрлетпӗр.

Пирӗн тӑрӑх тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен, хастар ҫынсем пуррипе малалла аталанса пырать. Паллах, патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр мӗнпур ӗҫе ӑнтарма йывӑртарах. Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарас, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене аванлатас тесе тӗрлӗ программӑпа усӑ куратпӑр. Сӑмахран, пуҫарулӑх бюджетне мала хурса  2018—2023 ҫулсенче пурӗ 16 проекта пурнӑҫа кӗртме май килчӗ, ҫакӑ чӑннипех пысӑк утӑм тесе каламалла. Ҫав хушӑра чылай улшӑну пулса иртрӗ, кашни ялтах мӗн те пулин ҫӗнни тунӑ е пуррине юсанӑ. Акӑ, 2019—2020 ҫулсенче ҫӳп-ҫап пухмалли ятарлӑ вырӑнсем турӑмӑр, вӗсенче контейнерсем вырнаҫтарса тухрӑмӑр. Ял урамӗсенчи юпасем ҫинчи лампочкӑсене светодиодлисемпе ылмаштарни те ахальтен мар, вӗсем тӗттӗм вӑхӑтра ытларах ҫутӑ сапалаҫҫӗ, энерги сахал расхутласа укҫа-тенкӗ перекетлеме май параҫҫӗ.

Пушар питӗ пысӑк инкек кӑларса тӑратнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Вырӑнта ирӗклӗ пушар дружини, ятарлӑ автомашина пур. Сулӑм укҫи шутӗнчен унӑн шӑтнӑ цистерни вырӑнне кӑҫал ҫӗнни илме палӑртнӑ. Пушар машинипе шыв илме меллӗ пултӑр тесе 2020 ҫулта Шурутри пӗвене тимлесех тасатнӑ, ун патне илсе пыракан ҫула йӗркене кӗртнӗ ҫӗре 113 пин тенке яхӑн тӑкакланӑ. Ҫав ҫулах Шурут-Нурӑсри Ҫирматӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ каҫмана та юсаса хӑтланӑ.

Такӑр ҫула велосипед ҫеҫ мар, пурте юратаҫҫӗ. Темиҫе ҫул каяллахипе танлаштарсан, резина атӑ тӑхӑнса пӗҫ тӗп таран лачака ашнӑ вӑхӑтсем хыҫа юлса пыраҫҫӗ пулин те, пур ҫӗрте те тикӗс ҫулсем тунӑ тесе калама иртерех-ха. Аван ҫул-йӗрпе ҫынсене ҫӳреме, автомашинӑсене кӗрсе тухма меллӗрех. Пуҫаруллӑ бюджет проекчӗсемпе усӑ курса юлашки ҫулсенче Йӳҫ Шӑхальти пилӗк урамри ҫула (Новая, Кузнечная, Городская, Прифермская, Зеленая урампа ял масарӗ хушшинче) юсанӑ, вак чул сарса хытарнӑ. Ҫавӑн пекех Шурут ялӗнчи ҫулсен хӑтлӑхӗ пирки те манман. Почтовая урамри,   республика пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен «Урожай» колхозӑн йӗтемӗ патне (Молодежная урампа) ҫитерекен 1400 метр тӑршшӗ ҫулсене юсанӑ, ҫак тӗллевпе пурӗ 2625648 тенкӗ укҫа расхутланӑ. 

Ашшӗ-амӑшӗшӗн чи хакли кам? Паллах, тӗпренчӗкӗсем. Ача-пӑча урама тухсан хӑрушлӑхсӑр вырӑнта вӑхӑтне ирттерни аслисемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та Шурутра 2019 ҫулта, Тутар Шурут ялӗнче 2022 ҫулта ачасене вылямалли ятарлӑ площадкӑсем туса панӑ. 

Тӑвансем, ҫывӑх ҫынсем ӗмӗрлӗх канӑҫ тупнӑ вырӑнсене те йӗркене кӗртсе пыратпӑр. Виҫӗ ҫул каялла Шурут масарӗн картине тытса ҫавӑрнӑччӗ. Кӑҫал вара Йӳҫ Шӑхальти масар ҫуртне ҫӗнӗрен тӑвассине пӑхса хӑварнӑ.

Пуҫаруллӑ бюджет программипе малалла та ӗҫлеме палӑртатпӑр. Территори уйрӑмӗ вырнаҫнӑ ҫурт умӗнчи картана, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунӑ ентешсене асӑнса Шурут-Ну-    рӑсра лартнӑ палӑка ҫӗнетмелле, ҫав ялти Заречная урама кӗпере тумалла, клуб ҫуртне те юсав кирлӗ.  Ҫывӑх вӑхӑтра татса памалли ытти ыйтусем те пур, вӗсене пӗрне те тимлӗхсӗр хӑ- вармӑпӑр. Хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансем пӗр шухӑшлӑ пулса пире ӗҫре пулӑшса пырсан, мӗн палӑртнине пурнӑҫа кӗртетпӗрех.

Шухӑш

Галина Симакова,

культура ӗҫченӗ, Шурут ялӗн старости:

— 2019 ҫулта туса лартнӑ культура ҫурчӗпе эпир чунтан савӑнатпӑр. Унта мероприяисем ирттерме кӑмӑллӑ, халӑх та ытларах килме пуҫларӗ. Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шанчӑк» ансамбле кунта ӗҫлекенсем кӑна мар, учительсем, тӑван хуҫалӑхра тӑрӑшакансем те ҫӳреҫҫӗ. Алексей Ложков, хуҫалӑхӗнче йышлӑ выльӑх тытаҫҫӗ пулсан та, юрӑ-ташӑ валли яланах вӑхӑт тупать. Ушкӑнӑн музыка ертӳҫи Анатолий Алексеев чӑннипех те пултаруллӑ, репертуара пуянлатсах пыратпӑр. 2023 ҫулта «Шанчӑк» ытти ҫӗре тухса ё2 концерт лартнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Комсомольски районӗн 85 ҫулхи юбилейне кӗтсе илме хатӗрленетпӗр. Кунсӑр пуҫне, кӑҫал Шурут вӑтам шкулӗ уҫӑлнӑранпа 185 ҫул ҫитет. Унӑн ҫавра ҫулне те тивӗҫлипе йӗркелесшӗн. 

Культура ҫуртӗнче час-часах алӗҫ куравӗсем иртеҫҫӗ. Хальхинче выставкӑна Луиза Ложкован ӗҫӗсенчен йӗркелерӗмӗр. Вӑл — тухья-хушпу, масмак тӑвакан ӑста, пуканесене чӑваш тумӗ тӑхӑнтартса илемлетет. Шашка-шахмат вӑййине кӑмӑллакансем пушӑ вӑхӑтне клубра ирттереҫҫӗ. Алексей Гаврилов, педагогика ветеранӗ Вячеслав Скворцов ҫамрӑксене сӗнӳ-канашпа пулӑшма яланах хатӗр. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли маскировка сеткисем, мунчаласем ҫыхса, окоп ҫуртисем туса, ҫапӑҫура кирлӗ оборудовани туянса ӑсататпӑр. Ҫак сӑваплӑ ӗҫсенчен ял ҫыннисем айккинче тӑмаҫҫӗ. Шкул ачисем ҫырусем шӑрҫалаҫҫӗ. Отпуска килнисемпе тӗл пуласси те йӑлана кӗчӗ. Украинӑра пуҫне хунӑ А.С.Кошкина асӑнса кашни  ҫул  ҫулла футбол турнирӗ иртет, февралӗн 26-мӗшӗнче ӑна асӑнса мероприяти пулать.

Шурут ялӗн старости пулнӑ май, экологи субботникӗсене, масарсене Ҫимӗк уявӗ тӗлне тирпейлеме ҫынсем хастар хутшӑннине палӑртас килет. Вӗсем хӑйсен техникипе те пулӑшма яланах хатӗр. Акӑ, кирпӗч турттарса Восточная, Центральная урамри ҫулсене ниме меслечӗпе сартӑмӑр. Пуҫаруллӑ бюджет проектне хутшӑнса килес вӑхӑтра масар ҫинчи ҫурта та ҫӗнӗрен тӑвас шухӑш пур.

Шупашкар хулинче пурӑнакан ентешсем Ю.А.Белков, В.Е.Михеев, Ю.П.Кокшин  яланах спонсорла пулӑшу параҫҫӗ. Вӗсене тата ял халӑхне тав сӑмахӗ калатӑп.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *