Воскресенье, 19 мая

Афган вӑрҫин ахрӑмӗ манӑҫмӗ

Афган вӑрҫин ахрӑмӗ манӑҫмӗ

Комсомольски тӗп библиотекинче «Афган вӑрҫин ахрӑмӗ» паттӑрлӑх сехечӗ иртрӗӗ Ӑна совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухни 35 ҫул ҫитнине халалланӑӗ Афганистанри вӑрҫӑ 9 ҫул ытла тӑсӑлнӑ. Ун витӗр 550 пин совет салтакӗпе офицерӗ тухнӑ.

Ҫак мероприятие афган вӑрҫин ветеранӗсем — Комсомольски округӗнчи афганецсен союзӗн председателӗ Виктор Гаврилов, Илья Сизов, Иван Мамуткин, Александр Сорокин, Александр Григорьев, Ферит Айнетдинов тата 2-мӗш вӑтам шкулӑн 7-мӗш кадет класӗнче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Библиотека ӗҫченӗсем Валентина Боровковӑпа Светлана Григорьева ачасене ют ҫӗр ҫинчи вӑрҫӑн кӗске историйӗпе паллаштарчӗҫ. Пирӗн ентешсем ҫав хаяр тӗрӗслев витӗр тивӗҫлӗн тухнине палӑртрӗҫ.

Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ 235 каччӑ Афганистан вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ. Шел, вӑрҫӑ ҫухатусӑр пулмасть, унта Сергей Шмелевӑн, Владимир Крыловӑн, Игорь Гавриловӑн, Фазых Тазетдиновӑн, Виктор Тумаковӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.

Тӗлпулура ветеран-афганецсем ҫак хӑрушӑ вӑрҫӑ пирки аса илсе каласа пачӗҫ,  вӗренекенсен ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ. Афганецсем гитара каласа шӑрантарнӑ юрӑсем янӑрарӗҫӗ Вулавӑш ӗҫченӗсем «Афганистан в моей душе»  кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ.

Централизациленӗ библиотека тытӑмӗн директорӗ Инна Ядрова хӑнасене ӑшӑ тӗлпулушӑн тав турӗ, кадетсене А.Г.Агафоновӑн «По приказу Родины — по зову сердца» кӗнекине асӑнмалӑх  парнелерӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *