Воскресенье, 19 мая

Ҫӗнтерӳҫӗ – Оксана Копташкина

Февралӗн 12-мӗшӗнче Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче «Тӑван чӗлхепе тата тӑван литературӑпа чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ.

Ку конкурса Комсомольски 1-мӗш,  Тукай Мишер тата Асанкасси вӑтам шкулӗсенчи А.Н.Артемьева, Ч.Н.Багаутдинова, О.Н.Копташкина хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ. Конкурсантсем ачасемпе уҫӑ уроксем, класс сехечӗсем ирттерчӗҫ, хӑйсен ӗҫ-хӗлӗнче усӑ куракан мелсемпе, меслетсемпе паллаштарчӗҫ, мастер-классем кӑтартрӗҫ.

Конкурсӑн кашни тапхӑрӗнчех вӗрентекенсен пултарулӑхӗ, ӑсталӑхӗ ҫӳллӗ шайра пулни палӑрчӗ. Вӗсен ӗҫне сумлӑ тӳресем тимлерӗҫ. Конкурсантсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашрӗҫ, тӗрлӗ методика ҫӗнӗлӗхӗсене тишкерчӗҫ, тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес ӗҫри ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Маттур педагогсем ачасемпе пӗр чӗлхе тупма пултарчӗҫ, кашни урокрах ӑшӑ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланчӗ.

Тӳресем пӗр шухӑшлӑ пулса ҫӗнтерӳҫӗ ятне Оксана Николаевна Копташкинӑна пачӗҫ. Эпир ӑна округ чысне республикӑра хӳтӗлеме ӑнӑҫу сунатпӑр.                   

Лариса ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *