Понедельник, 22 апреля

Килӗрен ҫӳреҫҫӗ

Килӗрен ҫӳреҫҫӗ

РФ Президенчӗн суйлавӗ ҫывхарса пынӑ май ҫӗршывра, ҫавӑн пекех пирӗн муниципаллӑ округра та «ИнформУИК» проект пурнӑҫланма пуҫлать. Унпа килӗшӳллӗн участокри суйлав комиссийӗн членӗсем суйлав участокне кӗрекен кил хуҫалӑхӗсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, суйлав ҫинчен аса илтерсе интереслентерекен ыйтусем ҫине хуравлаҫҫӗ.

Килӗрен ҫӳрекенсем граждансене суйлав хӑҫан иртесси, хӑш участока пымалли, мӗнле мелсемпе сасӑлама пултарни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ку ӗҫ февралӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа мартӑн 7-мӗшӗччен тӑсӑлать. Чӑваш Енре информаципе ӑнлантару ӗҫне пурӗ 3574 участокри суйлав комиссийӗн членӗ хутшӑнать.  Пирӗн округ-ра 36 суйлав участокӗ, килрен ҫӳрекенсем — 114.

Суйлав ыйтӑвӗсене уҫӑмлатакансене ҫӑмӑллӑнах палласа илме пулать. Вӗсен суйлав символикиллӗ манишкӑсем, сумкӑсем, бейдж тата УИК членӗн удостоверенийӗ пур. Килӗрен ҫӳрекенсем информаципе ӑнлантару ӗҫне пурнӑҫланӑ чухне планшетпа тата ятарлӑ хушӑм вырнаҫтарнӑ смартфонпа усӑ кураҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *