Воскресенье, 19 мая

Юбилей медалӗсем панӑ

Юбилей медалӗсем панӑ

Кӑҫал Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитет. Ҫак ятпа округ администрацийӗ юбилей медалӗ ҫирӗплетнӗ. Унпа районӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, аталантарас енӗпе чылай вӑй хунӑ, округ пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакан ҫынсене наградӑлама палӑртнӑ.

Февралӗн 9-мӗшӗнче округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ ҫӗршыв патриочӗсен амӑшӗсене администрацин ларусем ирттермелли залӗнче йышӑннӑ. Вӗсене маттур ывӑлсем пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн, тивӗҫлӗ воспитани парса ӳстернӗшӗн чӗререн тав тунӑ. Район 85 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗ медальсене те чи малтан вӗсем илме тивӗҫ пулнӑ. Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ С.Ю.Данилов та вӗсен ячӗпе тав сӑмахӗсем каланӑ.

(Хамӑр инф).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *