Четверг, 29 февраля

Пушар сӳнтермелли техника пур

Пушар сӳнтермелли техника пур

Урмаел территори уйрӑмӗ пысӑк. Округ центрӗнчен инҫетре вырнаҫмасан та, вут-кӑвар сиксе тухсан вырӑнтах унпа кӗрешме пултаракан вӑй кирлӗ. Ҫакна шута илсе кунта ЗИЛ-131 маркӑллӑ пушар машини тытса тӑраҫҫӗ. Урмаел ялӗнче халӑхран  пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗпе КамАЗ автомашина ҫине  вырнаҫтарнӑ 10 тонна кӗрекен шыв цистерни туяннӑ. Вӗсемсӗр пуҫне Тукай Мишер ялӗнче ЗИЛ-130 автомашина никӗсӗ ҫинчи 4 тонна вырнаҫакан шыв цистерни пур. Пушара хирӗҫ кӗрешмелли техника пулсан та, вут-кӑвар сиксе тухасран сыхланас енӗпе халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫӗсем тумалла. Ҫак чӑнлӑха тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ территори уйрӑмӗнче тӑрӑшакансем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *