Воскресенье, 19 мая

Пурӑнакан вырӑн хӑтлӑ пултӑр

Пурӑнакан вырӑн хӑтлӑ пултӑр

«Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хӑтлӑхӗ» наци проекчӗ тӗпрен илсен ҫынсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине лайӑхлатас, халӑх пурӑнакан вырӑна тирпейлӗхпе хӑтлӑх кӗртес енӗпе тимлет. Вӑл «Ипотека», «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр», «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ», «Пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт-йӗр шутне чакарасси», «Таса шыв» проектсемпе ӗҫлет.

Пирӗн округра та ҫак проектсене пурнӑҫласа чылай ӗҫ тунӑ. «Ҫамрӑк ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» программӑпа ҫамрӑк 6 ҫемьене свидетельствӑсем панӑ. Ялта пурӑнакан пӗр ҫын «Ял территорийӗсене комплекслӑ  аталантарасси» программӑпа ҫурт-йӗр тума пулӑшу илнӗ. Ҫавӑн пекех нумай ачаллӑ ҫемьесене, тӑлӑх ачасене те сертификатсем панӑ. Чӑваш Республикин «Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗсемпе тивӗҫтересси» саккунне пурнӑҫласа  чылайӑшне ҫӗр уйӑрса панӑ.

Элпуҫӗнчи тата Комсомольскинчи парксене тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫсем пурнӑҫланӑ. Урмаелӗнчи Северная тата Пионерская урамсене электроэнергипе тата ҫутҫанталӑк газӗпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе строительство ӗҫӗсем тунӑ.

«Хула хӑтлӑхӗ» программӑпа Комсомольски центрне хӑтлӑх кӗртнӗ, ялсенче, урамсенче, нумай хутлӑ       ҫуртсен картишӗсенче, социаллӑ-культурӑллӑ объектсен ҫывӑхӗнчи лаптӑксенче тирпейпе илем кӗртес тӗлӗшпе чылай ӗҫленӗ.

«Таса шыв» проекта пурнӑҫласа Комсомольскинче, Аслӑ Чурачӑкра, Чӗчкенте шыв башнисем вырнаҫтарнӑ. Чӗчкен ялӗнчи килсем умне ӗҫмелли пахалӑхлӑ шыв илсе ҫитернӗ. Комсомольскинчи шыв сечӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.

«Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хӑтлӑхӗ» наци проектне пурнӑҫлас тесе  округра кӑҫал та калӑпӑшлӑ ӗҫсем палӑртнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *