Воскресенье, 19 мая

Наши проекты

Пурӑнакан вырӑн хӑтлӑ пултӑр

Пурӑнакан вырӑн хӑтлӑ пултӑр

«Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хӑтлӑхӗ» наци проекчӗ тӗпрен илсен ҫынсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине лайӑхлатас, халӑх пурӑнакан вырӑна тирпейлӗхпе хӑтлӑх кӗртес енӗпе тимлет. Вӑл «Ипотека», «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр», «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ», «Пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт-йӗр шутне чакарасси», «Таса шыв» проектсемпе ӗҫлет. Пирӗн округра та ҫак проектсене пурнӑҫласа чылай ӗҫ тунӑ. «Ҫамрӑк ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» программӑпа ҫамрӑк 6 ҫемьене свидетельствӑсем панӑ. Ялта пурӑнакан пӗр ҫын «Ял территорийӗсене комплекслӑ  аталантарасси» программӑпа ҫурт-йӗр тума пулӑшу илнӗ. Ҫавӑн пекех нумай ачаллӑ ҫемьесене, тӑлӑх ачасене те сертификатсем панӑ. Чӑваш Республикин «Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗсемпе тивӗҫтересси» саккунне пурнӑҫласа  чылайӑшне ҫӗр уйӑрса панӑ. Элпуҫӗнчи тата Ко
Пурлӑх никӗсне ҫирӗплетнӗ

Пурлӑх никӗсне ҫирӗплетнӗ

Наци проекчӗсене РФ Президенчӗн указӗсене тӗпе хурса 2019 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗршывӑн стратеги аталанӑвӗн 13 ҫул-йӗрне пырса тивеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — культура отраслӗ. Чӑваш Енре ун ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.  ЧР культура министрӗ Светлана Каликова министерство коллегийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулта отрасле укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессин калӑпӑшӗ 4,6 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Федераци бюджетӗнчен 2023 ҫулта 405,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Муниципалитет тата хула округӗсене федераци тата республика бюджечӗсенчен 853,8 миллион тенкӗ куҫарнӑ. 2023 ҫулта культура отрасльне ҫӗнетме пурӗ 1 млрд та 173 млн 500 пин тенкӗ янӑ, ҫав шутра патшалӑх учрежденийӗсене модернизацилеме — 338,9 миллион тенкӗ, муниципалитетсене — 834,6 миллион тенкӗ. Асӑннӑ суммӑн пӗр пайӗ пирӗн округри культура