Понедельник, 22 апреля

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет

Вырӑнти самоуправлени органӗсенче  вӑй хуракансен тивӗҫӗсен  шутне территори  уйрӑмӗн пурнӑҫне тивӗҫтересси, халӑх пурӑнакан вырӑнсене тирпей-илем кӗртесси,  инфраструктурӑна, вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарасси,  пушар хӑрушсӑрлӑхӗн малтанхи мерисене тивӗҫтересси, ӗҫ-хӗле вӗсен приоритетлӑхне, тухӑҫлӑхне кура пурнӑҫласси кӗрет. Хырхӗрри территори уйрӑмӗнче те ҫак тивӗҫсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ туса пырассишӗн ҫине тӑраҫҫӗ.

Ку территорие пилӗк ял кӗрет. 2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне халӑх йышӗ 824 ҫын пулнӑ. Ҫав шутра Хырхӗрринче — 116, Хурнайра — 138, Вӑрманхӗрри Чурачӑкра — 374, Кӗтне Пасарӗнче — 109, Эткерте 87 ҫын пурӑннӑ.   Ҫак йышра 16 ҫула ҫитмен ачасем 93-ӗн, ӗҫлеме пултаракан халӑх — 515,  пенсионерсем  216 ҫын шутланаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне 461 хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх тытнӑ.

Ку тӑрӑх вӑрманпа пуян, вӑрман фончӗ 1270 гектар йышӑнать, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем вара 1246 гектар шутланаҫҫӗ. Вырӑнта пурӑнакан вӑйпитти ҫынсем «Восток» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче тӑрӑшаҫҫӗ, килти хушма хуҫалӑх, фермер хуҫалӑхӗ тытакансем те пур, чылайӑшӗ Комсомольскине ӗҫе ҫӳрет. 

Хальхи вӑхӑтра Хыр- хӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене Елена Александровна Львова пурнӑҫлать.

Ку тӑрӑхра ялсене тирпей-илем кӗртес тӗллевпе юлашки ҫулсенче пуҫаруллӑ бюджетпа анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Акӑ, 2022 ҫулта вырӑнти 5 проекта пурнӑҫа кӗртнӗ. Асӑннӑ проектсенчен виҫҫӗшне Кӗтне Пасар ялӗнче пурнӑҫланӑ: Кубнинская урамри ҫула юсанӑ, масар картисене тытнӑ, ача-пӑча валли тата спорт площадкисем хӑтланӑ. Хырхӗрри ялне  шывпа тивӗҫтерекен тытӑма тӗпрен юсанӑ, Вӑрманхӗрри Чурачӑкри шыв илмелли резервуарсене йӗркене кӗртнӗ — сӑрланӑ, вӗсем патне илсе пыракан ҫулсене тирпейленӗ, хӑпарса анма картлашкасем тунӑ. Хурнай ялӗнчи Лесная урамри ҫула юсанӑ.

Паллах, пурнӑҫ вырӑнта тӑмасть, территори самаях пысӑк пулнӑран тумалли ӗҫӗсем кашни ҫул тупӑнсах пыраҫҫӗ. Кӑҫал та ҫынсен пурнӑҫ условийӗсене аванлатас тесе чылай шухӑша пурнӑҫа кӗртнӗ. Акӑ, Хырхӗрри ялӗнче водопровода юсанӑ, культура ҫурчӗ умӗнчи ҫумӑр шывӗ юхмалли пӑрӑхсене хунӑ, спорт площадки тата ача-пӑча вылямалли вырӑнсем хӑтланӑ. Кунсӑр пуҫне, ял ҫыннисене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма условисем туса парас тӗллевпе Вӑрманхӗрри Чурачӑк тата Кӗтне Пасар ялӗсенче те спорт площадкисем туса ятарлӑ оборудовани вырнаҫтарнӑ.

Хырхӗрри, Вӑрманхӗрри Чурачӑк, Кӗтне Пасар тата Эткер ялӗсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксем пур. Вӗсен таврашне тирпей-илем кӗртесси, юсас-сӑрлас ӗҫсене тӑвасси ҫине те тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫак ӗҫре тата урамсенчи, масарсем ҫинчи курӑка, ҫӳп-ҫапа тасатассинче ял ҫыннисем те пысӑк пулӑшу кӳреҫҫӗ. Паллах, асӑннӑ ӗҫсене туса ирттернӗ ҫӗрте ертсе пыракансем кирлӗ. Ялсенчи старостӑсем Зинаида Павловна Андреева (Хырхӗрри), Николай Петрович Андреев (Хурнай), Зоя Алексеевна Ятманова (Кӗтне Пасар), Николай Николаевич Петров (Вӑрманхӗрри Чурачӑк) тата Елена Сергеевна Юманова (Эткер) территори уйрӑмӗн специалисчӗсене пулӑшма кирек хӑҫан та хатӗр.

Кӗрхи-ҫурхи йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкра урамра ҫутӑ пулнинчен ырри нимӗн те ҫук. Хырхӗррисем ҫунса кайнӑ лампочкӑсене улӑштарсах тӑраҫҫӗ, ҫак ӗҫсене  тума тата электроэнергишӗн                   тӳлеме 2022 ҫулта 112 пин тенкӗ тӑкакланӑ.  Ҫул хӗрринче чӑрмантарса ларакан йывӑҫсене касассине, ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра пуҫтарса пушатассине те аван йӗркеленӗ. Хӗллехи вӑхӑтра ҫулсене юртан тасатсах тӑраҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *