Хисеплӗ ҫынннӑн юбилейӗ

Хисеплӗ ҫынннӑн юбилейӗ

«Красный Октябрь» колхоз хӑй вӑхӑтӗнче районта ҫеҫ мар, республикӑра та малта пыракан хуҫалӑхсенчен пӗри пулнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, кирек мӗнле ҫитӗнӗве те ҫынсем хӑйсен хастар ӗҫӗпе тӑваҫҫӗ. Асӑннӑ колхозри аслӑ звенори специалистсене илсен кашниех тӑрӑшулӑхпа, ырӑ ят-сумпа, авторитетпа палӑрса тӑнӑ. Халӗ хӑйсем пирӗн хушӑра ҫук пулин те, ӗҫӗсем ӗмӗрлӗ-хех историе ҫырӑнса юлнӑ, ентешӗсем вӗсен ячӗсене асӗнче упраҫҫӗ.

Акӑ, «Красный Октябрь» колхозра нумай ҫул агрономра вӑй хунӑ Николай Козлов ҫуралнӑранпа раштавӑн 15-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртӗн-че Николай Алексеевичӑн пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тума, хисеплӗ ҫынна аса илме унпа ҫума-ҫумӑн ӗҫленисем, пӗлнисем, ачисемпе мӑнукӗсем, ял-йыш пуҫтарӑнчӗ. 

Культура ҫурчӗн директорӗ Альбина Любимова пухӑннисене малтанах Н.А.Козловӑн кун-ҫулӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Алекандр Орешкин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Александр Тихонов, вырӑнти ветерансен канашӗн председателӗ Илья Акчурин, Геннадий Ракчеев ветеран ентешӗ тӑван хуҫалӑха аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗҫ.  ЧР агропромышленность ветеранӗсен Комсомольски округӗнчи организацийӗн ертӳҫи Илдус Миннетуллин Николай Алексеевичпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени, вӑл питӗ лайӑх канашҫӑ пулнӑ пирки каласа пачӗ. «Родина» хресченпе фермер хуҫалӑхӗн директорӗ Анатолий Потемкин вара хӑй 1978 ҫулта «Красный Октябрь» колхозра производство практикинче пулнӑ вӑхӑта ӑшшӑн аса илчӗ. Н.А.Козлов ертсе пынипе Вӑрнарти совхоз-техникум студенчӗ ҫуракирен пуҫласа вырма пӗтиччен агрономӑн ансат мар профессине алла илес тесе тӑрӑшнӑ. Пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче  ҫавӑн пек хисеплӗ ҫынсемпе тӗл пулма пӳрнишӗн Анатолий Егорович шӑпине тав  тӑвать, асӑннӑ тапхӑра яланах ӑшшӑн аса илет.

Хӗрӗсем, Надеждӑпа Валентина, ывӑлӗ Федор ашшӗ питӗ принциплӑ, тимлӗ, хӑйӗнчен те, ыттисенчен те ҫирӗп ыйтакан ҫын пулнине каларӗҫ. Вӑл хуҫалӑх уй-хирӗ тӑрӑх яланах ҫуран ҫӳренӗ мӗн, автансем авӑтиччен тухса кайнӑ та 7—8 сехете ҫаврӑнса ҫитнӗ. Ашшӗ улмуҫҫисем лартма юратнӑ, пысӑк сад ӳстернӗ. Мӑнмӑнукӗ Лиза Шемякина мӑнкукашшӗн Аслӑ                         Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи паттӑрлӑхӗпе хӑюлӑхӗ ҫинчен презентаци хатӗрленӗ.    

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗ ҫумӗнчи художество пултарулӑх ушкӑнӗ илемлӗ юрӑсемпе куракансен кӑмӑлне ҫӗклерӗ.

Иртнӗ ӑру ҫыннисем  пирӗн истори те, ҫамрӑксемшӗн чӑтӑмлӑх, хӑюлӑх тата пурнӑҫа чунтан юратакан ҫынсен тӗслӗхӗ те пулса юлчӗҫ. Ветерансене яланах асра тытасчӗ, тӗслӗх илесчӗ, вӗсем паянхи ӑрун ҫутӑ пуласлӑхӗшӗн вӑрҫӑ вутне кӗнӗ, мирлӗ пурнӑҫ ҫитсен хастар ӗҫпе ҫӗршыв экономикине ҫӗкленӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *