Воскресенье, 28 апреля

Алӑ вӑйне виҫсе ӑмӑртрӗҫ

Алӑ вӑйне виҫсе ӑмӑртрӗҫ

«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче 2009—2010 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасемпе хӗр ачасем хушшинче армреслинг енӗпе округра мала тухассишӗн ӑмӑртусем пулса иртрӗҫ. Унта 13 шкулти 126 алӑ вӑйне виҫекен хутшӑнчӗ. Ачасене «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан В.Х.Денисов саламларӗ, ҫитӗнӳсем сунчӗ. Спортсменсем 8 виҫе категорийӗнче тупӑшрӗҫ.

Хӗрсенчен хӑйсен виҫе категорийӗсенче пӗрремӗш вырӑна Анастасия Волкова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Анна Казакова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Диляра Сафьянова (Чӗчкен тӗп шкулӗ), Анастасия Латышева (Шурут вӑтам шкулӗ), Айше Тухфетуллина (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Айназ Зейнетдинова (Чӗчкен тӗп шкулӗ), Фирдиля Рахимзянова (Урмаел вӑтам шкулӗ), Динара Азмуханова (Урмаел вӑтам шкулӗ) тивӗҫрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна Инзулия Табаева (Урмаел вӑтам шкулӗ), Инзиля Низамтдинова (Урмаел вӑтам шкулӗ), Анастасия Лукиянова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Полина Романова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Снежана Рамская (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Лиана Хайбуллина (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Анастасия Николаева (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), Ангелина Павлова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) йышӑнчӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Ангелина Павлова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Виктория Журавлева (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ), Карина Ильина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Дарья Ласточкина (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Алина Камелетдинова (Чӗчкен тӗп шкулӗ), Эвелина Гамидова (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ), Дарья Медведева (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Адиля Ямальдинова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ).

Арҫын ачасенчен чи малти вырӑна Максим Ильдюхин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Даниил Шемекеев (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Радмил Хамбиков (Урмаел вӑтам шкулӗ), Кирилл Потапов (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ), Айзат Минатуллов (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Айназ Сафиуллин (Урмаел вӑтам шкулӗ), Айнур Садртдинов (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) ҫӗнсе илчӗҫ.  Марсель Гибатдинов (Чӗчкен тӗп шкулӗ), Марсель Юсупов (Шурут вӑтам шкулӗ), Михаил Иванов (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Даниил Филимонов (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ), Имиль Сейфуллов (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ), Александр Филиппов (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Михаил Шмелев (Шурут вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш вырӑна тухрӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта Илдар Алимов (Шурут вӑтам шкулӗ), Августин Мусорин (Шурут вӑтам шкулӗ),  Джамиль Минуллин (Урмаел вӑтам шкулӗ), Матвей Чернов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Даниил Ефремов (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), Джамиль Каримуллин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Егор Тумаланов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) пулчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем Хисеп грамотисене тата медальсене тивӗҫрӗҫ.

Ирина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *