Воскресенье, 16 июня

Йӑлана кӗнӗ турнир вӑйлисене пуҫтарнӑ

Йӑлана кӗнӗ турнир вӑйлисене пуҫтарнӑ

Асанкассинче ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройне Ф.Н. Чернова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал вӑл 34-мӗш хут иртнӗ, тӗрлӗ округсемпе облаҫсенчен килнӗ 178 кӗрешӳҫӗне пуҫтарнӑ.

Ӑмӑртӑва килнӗ спортсменсене Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Г.Кузьмин, Асанкасси  территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов, «Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов, «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.Н.Бахтеров, хӑнасем саламланӑ, тупӑшусенче ӑнӑҫусем суннӑ.

Кавир ҫинчи тупӑшусем хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Кашниех ҫӗнтерӳшӗн ӑнтӑлнӑ. Спортсменсем 24, 28, 32, 36, 48, 51, 55, 60, 65, 71,  80, 92 виҫе категорийӗсемпе кавир ҫине тухса вӑй виҫнӗ. Тӗрлӗ виҫе категорийӗсенче пирӗн округри Трофим Таркин, Александр Волков, Алексей Порядков, Эмиль Чумаров, Глеб Чернов, Дмитрий Чумаков, Тимофей Таркин, Денис Яндров, Аяз Зейнетдинов, Евгений  Давыдов, Тимур Гисматуллин малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех призерсен йышӗнче Шупашкар,  Канаш, Улатӑр, Ульяновск хулисенчен, Красноармейски, Патӑрьел, Елчӗк муниципаллӑ округӗсенчи   спортсменсем те пулнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, медальсемпе, парнесемпе наградӑланӑ. Асанкасси вӑтам шкулӗнче вӗренекен пултаруллӑ спортсменсене Станислав Григорьев  спорт формисем парнеленӗ.

Турнир пысӑк шайра ирттӗр тесе ӑна йӗркелекенсем те, тытӑҫусен судйисем те нумай тӑрӑшнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа  80 ҫул ҫывхарать. Вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартса пуҫ хунӑ ҫынсене сума суни пархатарлӑ.

Валерий Денисов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *