Суббота, 27 апреля

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ

Чӑваш Республики ҫӗр айӗнчен кӑларакан чӗртавар енчен чухӑн. Пирӗн патра газ та нефть те ҫук. Анчах та Чӑваш Ен пуянлӑхӗ — ламран-лама куҫса пыракан халӑх йӑли-йӗркипе культури, ҫынсен ӗҫченлӗхӗ. Республикӑра ҫуралса ӳснӗ, чӑваш сывлӑшне сывласа ҫитӗннӗ ентешсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ, ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Пирӗн пуянлӑх — хамӑр тӑрӑхри илемлӗ ҫутҫанталӑк, мухтавлӑ ентешсем, пирӗн заводсемпе фабрикӑсем кӑларакан продукци.

Декабрӗн 1-мӗшӗнче Мускаври ВДНХри  «Раҫҫей» выставка-форумра Чӑваш Республикин кунӗ пулнӑ. Унта пиншер хӑна хутшӑннӑ. Пирӗн регион хӑйӗнпе «Чувашия благодарит» — «Чувашия благо дарит» девизпа паллаштарнӑ.

Чӑваш Енӗн хӑйне кӑтартмалли, мӗнпе мухтанмалли пур. Пирӗн республика  икӗ специнвестконтракт 2.0 тума пултарнӑ малтанхи регионсенчен пӗри. Вӗсем — «Агромаш» заводра пӗчӗк тата вӑтам  йышши ял хуҫалӑх техники туса кӑларасси тата «Химпром» лаптӑкӗнче ҫулталӑкра 50 тонна  водород перекиҫӗ туса хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ контрактсем.

Пирӗн республика Раҫҫейри реле хӳтӗлевӗн продукцийӗн 60 процентне парать. «Арктика», «Сибирь» тата «Урал» атомлӑ ледоколсем, Крымри энергокӗпер, Сколковӑри «Медведевская» цифрӑллӑ электроподстанци — пирӗн тӑрӑхра хатӗрленӗ энергохӑрушсӑрлӑх системипе ӗҫлеҫҫӗ.

Шупашкарти «Сеспель» предприяти магнит «минтер» ҫинчи сехетре 500 ҫухрӑм кайма пултаракан поезд тума пуҫлама хатӗр. «Абат» кухня оборудованине Раҫҫейре чылай ҫӗрте пӗлеҫҫӗ, 50  ытла ҫӗршывра пирӗн патра туса  кӑларнӑ холодильниксемпе электрокӑмакасемпе усӑ кураҫҫӗ.

СССР йышне кӗнӗ ҫӗршывсенчен пирӗн республика ҫеҫ пир-авӑр оборудованине сыхласа хӑварма пултарчӗ. Чӑваш Республики тӗп апат-ҫимӗҫ продукцийӗпе хӑйне хӑй тӑрантарма пултарать. Кунсӑр  пуҫне ытлашшине  сутать.

Аграри енчен илсен пирӗн регион Раҫҫейри хӑмлан 90 процентне туса  илет. Эпир ҫулталӑкра кашни Раҫҫей ҫынни пуҫне шутласан 2—3 килограмм пахчаҫимӗҫ тата пӗр килограмм ҫӗрулми туса илетпӗр. Пирӗн  республика лартмалли сухан тата хур ашӗ енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен регион шутланать.  «АККОНД» предприяти кӑларакан кондитер изделийӗсем те пӗтӗм ҫӗршывӗпех сарӑлнӑ.

Чӑваш Республикине пур енлӗн сӑнласа паракан экспозицисенче Чӑваш Енӗн ӗнерхи, паянхи пурнӑҫӗ туллин курӑнать, малашнехи тӗллевӗсем палӑраҫҫӗ.

Иртнӗ эрнекун  Чӑваш Республикин кунне халалланӑ выставка-форумра чылай мероприятии йӗркеленӗ. Вӗсенчен пӗри — чӑваш туйне кӑтартса пани. Ҫак кун республикӑри икӗ ҫамрӑк пӗр ҫемьене пӗрлешнине савӑнӑҫлӑн, халӑх-йӑли йӗркипе паллӑ тунӑ. Хӗр йӗрри те, пил сӑмахӗсем те, юрӑ-ташӑ та, халӑх музыка инструменчӗсем те пулнӑ ҫак уявра. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чӑваш халӑх тумӗпе, шупӑрпа пулнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑрсене ҫемье чӑмӑртанӑ ятпа саламланӑ.

Чӑваш халӑхӗн наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма та, хатӗрлеме вӗренме те майсем пулнӑ ҫак кун. Наци тумӗллӗ ҫынсем уява татах та илем кӗртнӗ.

Нумай интереслӗ самантсемпе савӑнтарнӑ ҫак кун. Чӑваш Республикинчи  юман «Раҫҫейри 2023 ҫулхи йывӑҫ» конкурсра ҫӗнтернӗччӗ. Мала тухнӑшӑн тивӗҫнӗ диплома та ҫак кун савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ҫитес ҫул Чӑваш Енте Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫак  уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Ҫак кунах Раҫҫейре автотуризма аталантарасси ҫинчен иртнӗ ҫавра сӗтелте ку тӗлӗшпе Чӑваш Республики пилотлӑ регион пулма пултарасси ҫинчен те калаҫу пынӑ.

Чӑваш Республикин кунне Раҫҫей сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Михаил Мурашко тата патшалӑхпа политика деятелӗсем, культурӑн паллӑ ӗҫченӗсем чылайӑн ҫитсе курнӑ.

ВДНХра иртнӗ ҫак паллӑ событии Чӑваш Республикине Пӗтӗм Раҫҫейре туллин те тӗрлӗ енлӗн кӑтартма май панӑ.

Цитата

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев%

«Пирӗн Президента Владимир Владимирович Путина пула, Раҫҫей правительстви пулӑшнипе эпир аталанатпӑр, ҫитӗнӳсем тӑватпӑр, малашнехи тӗллевсене палӑртатпӑр.  Пӗрле эпир пурӑнма, ҫемье ҫавӑрма, ӗҫлеме лайӑх условисем  туса паратпӑр».

Социаллӑ сетьсенчи сайтсен материалӗсем тӑрӑх Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *