Хирти Явӑшра та чиркӳ уҫӑлчӗ

Хирти Явӑшра та чиркӳ уҫӑлчӗ

Комсомольски округӗнче тата Элпуҫ территори уйрӑмӗнче пурӑнакансемшӗн юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗ чылайлӑха асра юлӗ.  Ҫав кун Хирти Явӑшра Турӑ Амӑшӗ ҫуралнӑ ячӗпе лартнӑ ҫӗнӗ чиркӗве сӑвапланӑ.

Тасалӑх чинне, ҫавӑн пекех Туррӑн пӗрремӗш литургине ҫӗнӗ чиркӳре Канаш тата Беловолжски епископӗ Стефан ирттернӗ. Литургие Комсомольски округӗн благочиннӑйӗ Сергий Скворцов иерей, Турӑ амӑшӗ ҫуралнӑ ятпа ҫӗкленӗ чиркӳ настоятелӗ Георгий Левшин протоиерей, Тукай ялӗнчи Михаил архангел ячӗллӗ чиркӳ настоятелӗ Леонтий Акчурин тата ытти священниксем те хутшӑннӑ.

Комсомольски округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тимлекен ҫумӗ Наталия Комиссарова, чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, чиркӗве хӑпартакансемпе ял-йыш, кӳршӗ ялсенче пурӑнакансем кӗлле килнӗ. Владыка пил панипе сыпас умӗнхи проповеде Олег Андреев иерей каланӑ.

Литурги кӗлли хыҫҫӑн чиркӳ настоятелӗ Георгий Левшин протоиерей Стефан аттене пӗрлехи кӗлӗшӗн тав тунӑ. Стефан епископ пухӑннисене пурне те строительство ӗҫӗнче, ытти енӗпе пулӑшнӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ.

Чиркӳ тунӑ ҫӗре хастар хутшӑннисене Хисеп грамотисем парса чысланӑ. Асӑннӑ хисепе «Комплекс» строительство фирмин генеральнӑй директорӗ Валерий Гордеев, ҫав фирмӑн тӗп бухгалтерӗ Лидия Шаповалова, «Отдых» ООО директорӗ Галина Иванова, «Дружба» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн председателӗ Ремис Мансуров тивӗҫнӗ. Ял хастарӗсене Николай Зайцева, Леонид Ильина тата Михаил Анисимова Канаш епархийӗн Тав хучӗсене парса чыс тунӑ. 

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *