Понедельник, 29 апреля

Спортсмена асӑнса турнир иртрӗ

Октябрӗн 21-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче мини-футбол енӗпе Раҫҫейӗн бронза чемпионне Ринат Рахимзянова асӑнса уҫӑ волейбол турнирӗ иртрӗ.

 Ӑмӑртусене уҫса Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, муниципаллӑ округӑн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Ремис Мансуров, Урмаел ялӗнчи мечетьсен имамӗсем, ФСК директорӗн ҫумӗ Петр Порядков, Ринатӑн ашшӗ Фидаил Рахимзянов сӑмах каларӗҫ, спортсменсене вӑйӑсенче ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Турнира пӗтӗмпе арҫынсен 10 команди хутшӑнчӗ. Шупашкарпа Канаш хулисенчен, Патӑрьел, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Комсомольски округӗсенчи, Тутарстан Республикинчи Кайпӑҫ, Пӑва районӗсенчи волейболистсем турнирӑн тӗп призӗшӗн харсӑррӑн кӗрешрӗҫ. Командӑсем йышлӑ пулнӑран пиллӗкӗшӗ ФСК-ра,  тепӗр ҫуррийӗ Тукай Мишер вӑтам шкулӗн спортзалӗнче тупӑшрӗҫ. Вӑйӑсем питӗ кӑсӑклӑ пулчӗҫ.

 Ҫурма финалти тата финалти вӑйӑсем иртнӗ хыҫҫӑн судьясен коллегийӗ пӗтӗмлетӳсем турӗ. Хӗрӳ тупӑшура Патӑрьелӗнчен килнӗ «Lava» команда пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсенче — «Урмай» тата Муркаш районӗнчен килнӗ  командӑсем.

Йӗркелӳҫӗсем уйрӑм вӑйӑҫсенчен чи пултаруллисене те палӑртрӗҫ. «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» ята Азат Ахмадиев («Урмай»), «Чи лайӑх ҫыхӑнтаракан» ята Евгений Голымасов (Муркаш), «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» — «Lava» командӑри Константин Кондратьев, «Чи лайӑх вылякан» ята Михаил Удобкин («Урмай») тивӗҫрӗҫ.  Ҫӗнтерӳ-ҫӗсене грамотӑсемпе, медальсемпе, асӑнмалӑх парнесемпе чысларӗҫ. Турнира йӗркелекенсем ӑмӑртӑва хатӗрлеме тата ҫӳллӗ шайра ирттерме пулӑшнисене пурне те тав сӑмахӗсем калаҫҫӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *