Понедельник, 29 апреля

Ватӑсем  чушкӑлла вылярӗҫ

Аслӑ ӑрури ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарас, ытларах хусканусем тума май парас тӗллевпе округра час-часах ӑмӑртусем йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Ҫак кунсенче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче тивӗҫлӗ канӑва кайнисем хушшинче чушкӑлла выляс енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Унта аслӑ ӑрури ҫынсем хапӑлласах хутшӑнчӗҫ.

Хӗрарӑмсем хушшинче чи нумай очко пуҫтарса Антонина Миронова пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. Елена Васильева иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Елена Карсакова виҫҫӗмӗш пулчӗ.

Утмӑл ҫултан иртнӗ арҫынсенчен чи пултарулли Василий Пундяков пулчӗ. Алексей Самаркинпа Вячеслав Лаврушкин иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухрӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене РФ Социаллӑ фончӗн округри Клиент службин ертӳҫи Надежда Юманова саламларӗ, Хисеп грамотисем, парнесем пачӗ.

Валерий Денисов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *