Понедельник, 24 июня

Ветерансем тӗл пулчӗҫ, сӗнӳсем пачӗҫ

— Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ҫак пысӑк уява тивӗҫлипе  паллӑ тума халех хатӗрленме пуҫламалли ҫинчен РФ Президенчӗ В.Путин та, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев та хушусем кӑларнӑ. Пирӗн, ветерансен, ҫак тӗлӗшпе ирттерекен мероприятисене хастар хутшӑнмалла. Хутшӑнмалла ҫеҫ мар, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсене пуҫару памалла. Пирӗн округра фронтовиксем юлмарӗҫ. Анчах та вӑрҫӑ нуши-тертне хӑйсен куҫӗпе курнӑ тыл ӗҫченӗсем, вӑрҫӑ ачисем пурӑнаҫҫӗ-ха. Мероприятисене мӗн май килнӗ таран вӗсене явӑҫтарма тӑрӑшмалла. Ӳсекен ӑрӑва вӑл вӑхӑтри пурнӑҫ пирки каласа паччӑр. Пирӗн пуласлӑхшӑн ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунисене, фронтран таврӑнсан ӗмӗр тӑршшӗпе мирлӗ ӗҫре вӑй хунисен ячӗсене манса каймалла мар, — терӗ округри ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев пуҫтарӑннисен умӗнче калаҫнӑ май.

Сентябрӗн 22-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусен залӗнче ветерансем округ пуҫлӑхӗпе Н.Раськинпа тӗлпулу ирттерме палӑртнӑ пулнӑ. Николай Никандровича васкавлӑ ӗҫпе Шупашкара чӗнсе илнӗ май тӗлпулӑва округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ управленийӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова хутшӑнчӗ. Наталия Александровна малтанах кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ. Ветерансем панӑ ыйтусене те хуравларӗ.

РФ Социаллӑ фончӗн клиент службин округри уйрӑмӗн начальникӗ Н.В.Юманова «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Вӑл унччен Пенси фончӗ пулнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Ӑна уҫнӑранпа нумаях вӑхӑт иртмен пулсан та, вӑл Комсомольскинчи чылай ватӑшӑн  юратнӑ вырӑн пулса тӑма ӗлкӗрнӗ. Центр кӑҫалхи июнь уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтанпа кунта тӗрлӗ енсемпе 34 мероприяти йӗркелесе ирттерме ӗлкӗрнӗ. Вӗсене 500-е яхӑн ҫын ҫитсе курнӑ. «Шел пулин те, хутшӑну центрне Комсомольскинчи тата ун ҫывӑхӗнчи ялсенче пурӑнакан ватӑсем ҫеҫ килеҫҫӗ. Округри ытти тӑрӑхсенчен ҫитеймеҫҫӗ. Вӗсене те уйӑхра пӗр хутчен пулсан та кунта килме май туса парсан аван пулмалла та», — палӑртрӗ Надежда Витальевна. Ялсенчи ветерансен пуҫламӑш организацийӗсен председателӗсем хутшӑну центрӗ йӗркелеме палӑртнӑ мероприятисен графикне территори уйрӑмӗсене ҫитерме сӗнчӗҫ.

Октябрӗн 1-мӗшӗ — Ваттисен кунӗ. Ҫак ятпа предприятисемпе организацисенче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнисене уявсем туса памаллине палӑртрӗҫ. Ваттисем ҫак хисепе тивӗҫлӗ.  Паянхи ертӳҫӗсен вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗсене хаклама пӗлмелле.

Ҫитес ҫул пирӗн округра пурӑнакансемшӗн тепӗр паллӑ юбилей ҫулӗ пулать. Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитет. Ӑна чыслӑн уявлама хатӗрленмелле. Ҫак ӗҫе пурне те явӑҫтармалла. Район аталанӑвӗшӗн нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ ҫынсене аса илмелле. Вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗпе халӑха, уйрӑмах ачасемпе ҫамрӑксене, паллаштармалла. Ку тӗлӗшпе культура ҫурчӗсенче, шкулсенче асӑну каҫӗсем ирттерни вырӑнлӑ. Пысӑк наградӑсене тивӗҫнисен ячӗсемпе стендсем туни те аван. «Ӗнерхи кунсӑр паянхи ҫук», теҫҫӗ. Шкулсенче район мӗнле аталанса пыни пирки калаҫусем йӗркелени те лайӑх пулмалла. Ветерансем ҫак тата ытти шухӑшсене палӑртрӗҫ.

Тӗлпулура округра почта ӗҫӗ пирки те сӑмах хускатрӗҫ. Халӑх вӗсен ӗҫ графикӗпе кӑмӑлсӑр пулни палӑрать. Хаҫат-журнал вӑхӑтра ҫитмен пирки хыпарсене кая юлса пӗлеҫҫӗ. Округ администрацине ҫак ыйту ҫине тимлӗх уйӑрма ыйтрӗҫ.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫывхарнӑ май спорт ветеранӗ В.И.Пундяков Александровка территори уйрӑмӗнчи ялсенчен Совет Союзӗн Геройӗсем К.Антоновпа И.Кабалин, Социализмла Ӗҫ Геройӗ Н.Миронов, вӑрҫӑра пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑ ытти ҫынсем ҫуралса ӳснине, маларахри ҫулсенче унта вӗсен ячӗпе йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ йӗркеленине асӑнчӗ. Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас, спорта юратма хавхалантарас тесен округри паллӑ ҫынсен ячӗсемпе турнирсем, тӗрлӗ тупӑшусем ирттерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

Пирӗн округра хальхи вӑхӑтра 23 пин ытла ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 7 пин ытла — пенсионер. Сахал мар йыш вӑл. Ҫавӑнпа та ветерансен округӑн обществӑлла пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнмалла. Ҫамрӑк ертӳҫӗсен те вӗсем ҫине тимлӗрех пӑхмалла. Паянхи ватӑсем хӑйсем те ҫамрӑк пулнӑ, хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑ. Хальхи ҫамрӑксем те ҫулсем иртнӗҫемӗн ватлӑх енне сулӑнаҫҫӗ. Ҫак шухӑшсем те пулчӗҫ тӗлпулура.

Ветерансен юхӑмӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн округри ветерансен совечӗн председательне Ю.С.Тимофеева, Пенсионерсен союзӗн округри уйрӑмӗн председательне В.И.Пундякова, «Единая Россия» партин округри уйрӑмӗн секретарьне Л.М.Макаровӑна округ  администрацийӗн Тав ҫырӑвӗсемпе наградӑларӗҫ. «Кӗмӗл ӳсӗм» центрӑн ӗҫне хастар хутшӑнакан Ю.С.Тимофеев, Н.Н.Паркова, Л.Н.Карзакова ветерансем те наградӑсене тивӗҫрӗҫ. Сӑмах май Надежда Николаевна  Украинӑри ятарлӑ операцине хутшӑнакансене  нумай пулӑшу панине палӑртмалла.

Ӗнерхи ӗҫченсене, вӗсем паян тивӗҫлӗ канура пулсан та, округ пурнӑҫӗ, унӑн аталанӑвӗ, малашлӑхӗ интереслентерет. Вӗсенче паянхи кун та хавхалану хӗлхемӗ сӳнменни савӑнтарать. Халӗ те вӗсем сӗнеҫҫӗ, пуҫару тӑваҫҫӗ, канашсем параҫҫӗ. «Ватӑ ҫынна итлекен хур курман», тенӗ халӑхра. Влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем вӗсен сассисене те тимлессе, хӑйсен ӗҫӗсенче сӗнӗвӗсене те шута илессе шанас килет.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *