Понедельник, 29 апреля

Спорт  фестивалӗ хӑй тавра пуҫтарчӗ

Округра пурӑнакансем Сергей Ивановичпа Юрий Иванович Зубаревсен ячӗсене манса кайманнине иртнӗ шӑматкун «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн  стадионне халӑх йышлӑ пуҫтарӑнни туллин ҫирӗплетсе пачӗ. Кунта ҫак кун пӗртӑван Зубаревсене асӑнса спорт фестивалӗ, ҫӑмӑл атлетикӑн  виҫӗ енлӗ (троеборье) ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.

Стадиона килнисене ӑнӑҫлӑ финиш сунса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков, ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев, Зубаревсен тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем саламларӗҫ. Ҫанталӑк та ӑмӑртӑва хутшӑнакансене ыр сунса хӗвеллӗ те ӑшӑ тӑчӗ.

Спорт фестивалӗнче сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем ҫуран чупассипе, арҫынсем турник ҫинче туртӑнассипе (хӗрарӑмсем выртса кӗлеткене алӑ вӑйӗпе ҫӗклессипе), дартс вӑййипе тупӑшрӗҫ.

Виҫӗенлӗ ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 10—11-мӗш классенче вӗренекен хӗрсенчен М.Борисевич, А.Салихова малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Арҫын ачасенчен Н.Казаков, Р.Шайдуллов, Д.Юнусов малти виҫӗ вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ.

18—29 ҫулсенчи хӗрарӑмсенчен О.Корнилова, М.Логинова, А.Ямалдинова, арҫынсенчен Е.Мартынов палӑрчӗҫ. 30—39 ҫулсенчи хӗрарӑмсенчен Е.Салихова пӗрремӗш, М.Борисевичпа К.Зубарева иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ. 40—49 ҫулсенчи арҫынсенчен И.Козлов ҫӗнтерчӗ. К.Борисевичпа В.Николаев ун хыҫҫӑн пулчӗҫ. 50—59 ҫулсенчи хӗрарӑмсенчен Г.Волкова,   Н.Краснова чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗҫ. Ку ӳсӗмри арҫынсенчен В.Калашников,      В.Денисов, В.Мурзаев малти вырӑнсенче пулчӗҫ. 60—69 ҫулсенчи хӗрарӑмсенчен Г.Гаврилова, Р.Алексеева, Т.Перепелкина чи пултаруллӑ пулнине кӑтартса пачӗҫ. Арҫынсенчен А.Давыдов, Н.Сахров, В.Гаврилов 1—3-мӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.

70 ҫул тата аслӑрах ӳсӗмрисем хушшинче хӗрарӑмсенчен Т.Краснова, М.Ильина, арҫынсенчен А.Самаркин, В.Скворцов, В.Пундяков стадиона килсе ватлӑх спортшӑн чӑрмав пулманнине ҫирӗплетсе пачӗҫ.

Шкул ҫулне ҫитмен ачасем 100 метрлӑ дистанцире тупӑшрӗҫ. Хӗрачасенчен В.Кокорева, А.Гафуров, Е.Николаева, арҫын ачасенчен И.Ахметов, Р.Романов, А.Семеновпа И.Козлов финиша малтан ҫитрӗҫ.

Футбол вӑййине юратакансемшӗн те ҫак кун интереслӗ пулчӗ. Муниципаллӑ округри спорт ветеранӗсемпе ҫамрӑксен командисем тӗл пулса вылярӗҫ.

Спорт фестивалӗнче ҫӗнтернисемпе призерсем медальсене, грамотӑсене, хаклӑ парнесене тивӗҫрӗҫ.

Валерий Денисов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *