Воскресенье, 19 мая

Чӑн-чӑн хуҫа алли сисӗнет

Ҫӗр ӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗсен ӗнерхи ӗҫченӗсем,  агропромышленность комплексӗн паянхи ветеранӗсем округ, республика, ҫӗршыв пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашсах тӑраҫҫӗ. Вӗсем час-часах пӗрле пуҫтарӑнса канашлаҫҫӗ, экскурсисем йӗркелеҫҫӗ.

Ҫак кунсенче ветерансем хамӑр округри «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативне ҫитсе курчӗҫ. Вӗсене хуҫалӑх ертӳҫи А.Н.Бахтеров, Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов, вырӑнти культура ӗҫченӗсем ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.

Малтанах ветерансем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ ялти палӑк умӗнче, пуҫаруллӑ  проектпа тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ ҫӑлкуҫ патӗнче пулса курчӗҫ, кунта пурӑнакансен тӑрӑшулӑхӗпе тата вӑйӗпе тунӑ  чиркӳпе, ку тӑрӑхран иртсе каякан М-12 трасса тӑвас ӗҫсем мӗнле пынипе паллашрӗҫ.

Ҫавӑн пекех вӗсем ял хуҫалӑх предприятийӗн выльӑх-чӗрлӗх фермине те ҫитрӗҫ.  Ветерансене сенаж тата силос хумалли ҫӗнӗрен тунӑ траншейӑсем выльӑх апачӗпе тулли пулни савӑнтарчӗ. Машинӑпа трактор паркӗнче ӗнерхи ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене юсав мастерскойӗ, ял хуҫалӑх машинисене витнӗ вырӑнта упрани кӑмӑла кайрӗ. Хуҫалӑх юлашки ҫулсенче чылай техника туяннӑ. Ҫакӑ вӗсене уй-хир ӗҫӗсене пахалӑхлӑ та туллин пурнӑҫлама май парать.

Ял хуҫалӑх кооперативӗнче строительство ӗҫӗсем те чылай тунӑ. Йывӑр-йывӑр тесе лармаҫҫӗ, хуҫалӑха малалла аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Фермӑра реконструкци ӗҫӗсем ирттернӗ,  ҫӗнӗ арман хута янӑ, выльӑхсене апат памалли вырӑнсене хӑтлӑлатнӑ, 2000 тонна хумалли тырӑ склачӗ, утӑ упрамалли склад, кооператив правленйӗн, пушар деповӗн ҫӗнӗ ҫурчӗсене, пӗве тата ытти обьектсем тума вӑй ҫитернӗ.

«Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ паянхи кун округра ҫеҫ мар республикӑра та ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан хуҫалӑхсенчен пӗри. Кунти выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем 2015 ҫулта кашни ӗнерен  ҫулталӑкра сӗт суса илессипе республикӑра 8 пин килограмм чикки урлӑ каҫнӑ. Халӗ те округра чи нумай сӗт сӑвакансем. Кооперативӑн ҫӗрӗсем тикӗс мар, пулӑхлӑх енчен те лайӑх тесе калаймӑн. Апла пулин те кӑҫалхи типӗ ҫанталӑка пӑхмасӑр кунта акнӑ культурӑсенчен тухӑҫлӑ тырпул ҫитӗнтернӗ. Агротехника ӗҫӗсене пӗлсе тата вӑхӑтра туса пынипе кашни гектартан 35 центнер пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса кӗртнӗ. Ку кӑтарту округра чи лайӑххисенчен пӗри.

Хуҫалӑхра курса ҫӳренӗ май кунта чӑн-чӑн хуҫа алли пурри сисӗннине туйрӑм. Ҫак шухӑшсенех района ертсе пынӑ К.С.Мифтахутдиновпа Г.Ф.Волков та, ытти сумлӑ ветерансем те  палӑртрӗҫ.

Округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан М.М.Зайнуллин ял хуҫалӑх отраслӗнчи лару-тӑрупа паллаштарчӗ.

Ветерансем хуҫалӑх ертӳҫине тата территори уйрӑмӗн начальникне  малашне те Асанкасси ялне аталантарас тӗлӗшпе хастар ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Ильдус Миннетуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *