Понедельник, 22 апреля

Пултарулӑх сезонне уҫнӑ

Иртнӗ эрнекун, сентябрӗн 15-мӗшӗнче, округри культура ҫурчӗсенче  пултарулӑх сезонне уҫнине уявланӑ. Кашни ҫӗрте программӑна куракансемшӗн интереслӗ, пуян тума тӑрӑшнӑ. 

Акӑ, Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче уяв программине «И снова здравствуйте» ятпа йӗркеленӗ. Фойере ача-пӑча искусство шкулӗн ӳнер уйрӑмӗнче вӗренекенсен «Чудеса на ткани» ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Куракансене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталия Комиссарова саламланӑ. Вӑл «Кубняночка» халӑх вокал,  «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗсен,  В.Х.Зайцева ячӗллӗ халӑх театрӗн, халӑх эстрада-музыка студийӗн коллективӗсене  тата «Островок» хореографи ушкӑнне пысӑк профессионализмшӑн тата ҫитӗнӳсем тунӑшӑн округ администраци пуҫлӑхӗн Тав хучӗсемпе чысланӑ.

Уяв концертне ӑста пултарулӑх коллективӗсем хутшӑннӑ, сцена ҫине  ачасем те, аслисем те тухнӑ. Программӑна ҫӗнӗ, кӑсӑклӑ номерсем кӗртнӗ, вӗсене куракансем хапӑлласа йышӑннӑ.

Асанкассинчи культура ӗҫченӗсемпе юрра-ташша юратакансем вара ҫӗнӗ творчество сезонне уҫма «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн сӗт-ҫу фермине ҫитнӗ, унта тӑрӑшакансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Ферма заведующийӗ Эльза Таркина вырӑнти артистсене тав сӑмахӗсем каланӑ, ӗҫре ҫитӗнӳсем суннӑ.

Элпуҫ территори уйрӑмӗнче культура мероприятийӗсем ирттермелли тепӗр лапам хутшӑннӑ. Кӑҫалхи творчество ҫулталӑкне кунта пурӑнакансем пуҫаруллӑ бюджет шучӗпе тунӑ ҫӗнӗ «Дружба» паркра уҫнӑ. Пухӑннисене территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов тата Хирти Явӑш вӑтам шкулӗн директорӗ Н.Г.Ильин саламланӑ. Вӗсем ял ҫыннисене пуҫарулӑхпа хастарлӑхшӑн тав тунӑ, художество пултарулӑх коллективӗсене малашне те халӑха юрӑ-ташӑпа, кӑсӑклӑ мероприятисемпе хавхалантарма суннӑ.

Анат Тимӗрчкассинчи, Хирти Мӑнтӑрти культура ҫурчӗсенче ҫак уяв тӗлне «Кӗр парнисем» курав та йӗркеленӗ, унта пахча ҫимӗҫрен, чечексенчен тунӑ композицисемпе паллаштарнӑ. Тукайсем вара пултарулӑх сезонне Кӗр сӑрин уявӗпе уҫнӑ. Малтанах вырӑнти артистсем ӗлӗкхи йӑла-йӗркене кӑтартса панӑ, пурне те кӑпӑклӑ сӑрапа сӑйланӑ, юрӑ-ташӑ пирки те манман. Нӗркеҫсем ҫав куна юратнӑ юрӑсене халалланӑ, пӗрле пухӑнса чӗре патне пыракан юрӑсене шӑрантарнӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче «Юрла, ташла, манӑн чунӑм» программӑпа «Илем» фольклор, «Гармония» вокал ушкӑнӗсем ҫӗнӗ номерсемпе сцена ҫине тухнӑ.       

Пултарулӑх коллективӗсене, ертсе пыракансемпе хутшӑнакансене малашне творчествӑлла ҫитӗнӳсем, интереслӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме, куракан юратӑвне ҫӗнсе илме тата тулли залсем сунас килет!

«ВКонтакте» соцсетьри хыпарсемпе хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *