Пӗр-пӗрне хисеплени вӑй-хӑват патӑр

Ҫын хӑйӗн малашлӑхри кун-ҫулне пӗлме пултараймасть. Канаш районӗнчи Яманкасси ялӗнче кун ҫутине килнӗ Валентина та ҫамрӑк чухне унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Каҫал тӑрӑхӗпе ҫыхӑнасси пирки шутламан паллах.

Мӗн ачаранах пурнӑҫ тутине лайӑх туйса ӳснӗ хӗр. Малтан ашшӗ, кайран амӑшӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Ҫемьере 5 ача пулнӑ, Валя — чи кӗҫӗнни. Ӑна тӑлӑх ачасен Шупашкарти интернатне янӑ. Унта 8 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Ҫӗрпӳре ҫӗвӗҫе вӗренет. Кайран Шупашкарта «Чувашшвейбыт» тытӑмӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫе тӗплӗ тума хӑнӑхнӑскер, коллективра ырӑ ят ҫӗнсе илет.

1973 ҫулта Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнчи тӑванӗсем патне хӑнана килни унӑн малашнехи пӗтӗм шӑпине татса парать. Кунта вӑл ялта Юман тесе чӗннӗ  Василипе паллашать. Икӗ ҫамрӑк чӗре пӗр-пӗрне кӑмӑллать. Кӗҫех хӗрпе каччӑ пӗрлешсе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Унтанпа 50 ҫул ҫитрӗ. Ҫур ӗмӗр пӗр-пӗрне ӑнланса, хисеплесе, юратса пурӑнаҫҫӗ Васильевсем. Ҫак ҫулсенче савӑнӑҫӗ те, хурлӑхӗ те пулнӑ пулӗ. Вӗсене ҫурмалла пайласа кун кунлать мӑшӑр.

Качча тухнӑ хыҫҫӑн Валя Комсомольскинчи йӑла ҫурчӗ ҫумӗнчи ҫӗвӗ цехне ӗҫе ҫӳренӗ. Вася ялти сысна ферминче тӑрӑшнӑ. Туслӑн, килӗштерсе пурӑнса вӗсем кирпӗчрен ҫӗнӗ ҫурт туса лартнӑ, хуралтӑсем ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрсем куллен ӗҫе ҫӳренӗ, хуҫалӑха та ҫирӗплетсе пынӑ. Вӗсем пӗр хӗрпе 3 ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ, тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Комсомольскинчи йӑла ҫуртӗнчи ҫӗвӗ цехӗ  хупӑнсан В.Васильева ялти сысна фермине ӗҫе кӗнӗ. Унта 17 ҫул тӑрӑшнӑ, хастар ӗҫшӗн пӗрре мар Хисеп грамотисене, хаклӑ парнесене тивӗҫнӗ. Василий Александрович та ҫак фермӑрах 40 ҫула яхӑн вӑй хурса тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Вӑл та чылай наградӑна тивӗҫнӗ.

Картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк тытнӑ вӗсем. Пӗр вӑхӑт лаша та усранӑ. Валентина каҫсерен ҫӗвӗ, тӗрӗ ӗҫӗпе ларнӑ. Ял ҫыннисем ыйтсан пулӑшма тӑрӑшнӑ. Мӗн кӑна ҫӗлесе паман-ши вӑл вӗсене?

Паян та иккӗшӗ алӑ усса лармаҫҫӗ. Кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемйине мӗн май килнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. Валентина халӗ те кирлӗ пулсан япаласем ҫӗлет, тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерме те ӑста вӑл. Ялти уявсенче хӑй хатӗрленӗ ҫимӗҫе тутантарса пӑхма илсе килет, кӑпӑклӑ сӑрапа та хӑналать. Юрӑ-ташӑра та маттур вӑл. «Асаннесем», «Кил ӑшши асанне» тата ытти конкурссене те хапӑлласах хутшӑнать, хӑйӗн пултарулӑхӗпе палӑрать.

Ҫак кунсенче Васильевсене паллӑ кунпа саламлама тӑванӗсем, тус-юлташӗ ялти культура ҫуртне йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Уявра сумлӑ хӑнасем пулчӗҫ. Округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Комиссарова мӑшӑра саламласа округ пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне тата хаклӑ парне пачӗ. Округӑн организаципе контроль тата кадрсен ӗҫӗн пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан М.А.Илларионова Васильевсене ҫемье ӑшшине ҫур ӗмӗр тытса пынӑшӑн тав турӗ, чечек ҫыххи парнелерӗ. ЗАГС пайӗн заведующийӗ О.В.Федотова 50 ҫул алла-аллӑн пурӑннӑ хыҫҫӑн татах та пысӑк хавхалану сунса ҫемьене тепӗр хут регистрацилени ҫинчен свидетельство пачӗ. Валентина Владимировнӑпа Василий Александровича саламласа илемлӗ сӑмахсем калакан ҫак кун тата та нумай пулчӗ. Ҫӗнӗ Шӑхранти культура ҫурчӗн ертӳҫи Т.И.Александрова юбилей каҫне интереслӗ ертсе пычӗ. Марина Волкова тата ытти культура ӗҫченӗсем, ял ҫыннисем мӑшӑра илемлӗ  юрӑсем парнелерӗҫ.

Ял ҫинче хисеплӗ ҫынсем вӗсем, Васильевсем. Хастар ӗҫӗсемпе, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗпе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Малашне те вӗсен ҫемйинче килӗшӳпе татулӑх хуҫаланччӑр. Пӗр-пӗрне юратни, хисеплени вӗсене вӑй-хӑват парса пытӑр.

Людмила Тихонова,

ялти ветерансен совечӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *