Понедельник, 29 апреля

Юлташла тӗл пулса вылянӑ

Сентябрӗн 13-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче мини-футбол вӑййипе юлташла тӗлпулусем иртнӗ.

Унта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн, пирӗн муниципаллӑ округӑн территори уйрӑмӗсен начальникӗсен, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен, «Кубня» командисем хутшӑннӑ. Вӑйӑсем хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Кашниех ҫӗнтерӳшӗн тӑрӑшса вылянӑ.  Футболистсенчен чылайӑшӗ аслӑрах ҫулсенче пулсан та, вӑйӑсенче вӑр-вар та  пултаруллӑ пулма тӑрӑшнӑ. Пуринчен те ӑстарах выляса «Кубня» команда пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн команди йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче — территори уйрӑмӗсен начальникӗсен  тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен командисем.

Ҫакӑн пек ӑмӑртусем йӗркелени  ҫынсене кирек ӑҫта ӗҫлесен те «Сывӑ пурнӑҫ йӗрки — пирӗншӗн норма» девиза тытса пымаллине тепӗр хут ҫирӗплетет.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *