Социаллӑ пулӑшу парас ӗҫ кирлӗ шайра

Социаллӑ пулӑшу парас ӗҫ кирлӗ шайра

Сентябрӗн 13-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусен залӗнче координаци центрӗн канашлӑвӗ иртрӗ. Унта мобилизаци йӗркипе ҫар службине кайнӑ граждансен ҫемйисене социаллӑ пулӑшу парас ыйтусемпе епле ӗҫленине пӑхса тухса сӳтсе яврӗҫ.

Координаци центрӗн секретарӗ — ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗн специалисчӗ Ольга Николаева ҫар ҫыннисен ҫемйисене пулӑшас енӗпе хӑйсем куллен пурнӑҫлакан ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗ. Комсомольски муниципаллӑ округӗнчен  пурӗ 82 ҫын мобилизаци йӗркипе ҫар службине тӑнӑ. Вӗсен ҫемйисен социаллӑ паспорчӗсене хатӗрленӗ, ҫар ҫыннисен ҫемйисене  пулӑшма волонтерсене ҫирӗплетнӗ. Кирлӗ чухне вӗсене яланах тимлӗх уйӑраҫҫӗ: юридици, психологи консультацийӗсем параҫҫӗ, ӗҫе вырнаҫма, медкомисси тухма тата ытти енӗпе  пулӑшаҫҫӗ. Мобилизациленисен ачисене Ҫӗнӗ ҫул парнисемпе тивӗҫтернӗ, кану лагерӗсене кайма путевкӑсем панӑ, амӑшӗсемпе мӑшӑрӗсене мартӑн 8-мӗшӗпе саламланӑ, уяв концерчӗсене йыхравланӑ. Пӗтӗм ыйтӑва ҫийӗнчех татса пама тӑрӑшаҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра ҫар службине контракт йӗркипе кайнисен ҫемйисен социаллӑ паспорчӗсене тӑвассипе тимлеҫҫӗ, паянхи куна 15 соцпаспорт хатӗр. Анчах та контрактниксем ҫинчен ҫемье членӗсем пулӑшу ыйтма пырсан ҫеҫ пӗлеҫҫӗ.

«Защитники Отечества» патшалӑх фончӗн пирӗн округри координаторӗ Татьяна Тарасова ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен, вӗсен ҫемье членӗсен ыйтӑвӗсене хӑвӑрт татса парас тесе тӗрлӗ енсемпе, программӑсемпе усӑ курнине палӑртса хӑварчӗ.   

Округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ — координаци центрӗн председателӗ Наталья Комиссарова канашлу ӗҫне пӗтӗмлетрӗ, центрӑн ӗҫне ҫар комиссариатне те явӑҫтарма сӗнчӗ.

Любовь МУРАТОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *