Яла кӗрсен ача-пӑча сасси лайӑх

Яла кӗрсен ача-пӑча сасси лайӑх

Муниципаллӑ округӑн Кайнлӑк территори уйрӑмӗ виҫӗ яла пӗрлештерсе тӑрать. Чӑваш ялӗсенче, Йӑлмахвапа Хирти Мӑнтӑрта, тата тутар ялӗнче, Кайнлӑкра, пурӑнакансем иртнӗ ӗмӗрӗн 60—90-мӗш ҫулӗсенче «Знамя» колхозра пӗрле вӑй хунӑ.

Халӗ ку территорире пурӑнакансем тӗпрен илсен «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗнче, «Турхан» ял хуҫалӑх кооперативӗнче, «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмӑсенче тӑрӑшаҫҫӗ, ҫӗр илсе уйрӑммӑн ӗҫлекен те сахал мар. «Знамя» колхоз пахчаҫимӗҫ туса илессипе специализациленнӗ хуҫалӑх пулнӑ май, кунти халӑх халӗ те ҫав енӗпе ытларах тӑрӑшать. Виҫӗ ялти 400 ытла кил-ҫуртра 900  ҫын пурӑнать. Шел пулин те, чылай ҫӗрти пекех, кунта та демографи лару-тӑрӑвӗ йывӑр. Ялсене ҫамрӑксем сахал юлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та мӑшӑрланакан та нумаях мар, ҫураласлӑх та пӗчӗк. Ялсенче пурӑнма, ӗҫлеме, канма условисем ҫите-  лӗклӗ пулсан та, яш-кӗрӗм хуланаллах туртӑнать.

Территори уйрӑмӗнче социаллӑ-культурӑллӑ инфраструктурӑна аталантарсах пыма тӑрӑшаҫҫӗ. «Сывлӑх» наци проекчӗпе 2021 ҫул вӗҫӗнче  Йӑлмахвара  фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ хута кайнӑ. Ҫакӑ халӑха вырӑнтах медицина пулӑшӑвӗ парассине лайӑхлатма май парать. «Культура» наци проектне пурнӑҫласа та чылай ӗҫ тунӑ. Ялсенчи культура ҫурчӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Кӑҫал Йӑлмахвари культура ҫуртне ҫутҫанталӑк газӗпе хутса ӑшӑтмалла тӑвасшӑн.

Ачасене пӗлӳ илме Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче майсем ҫителӗклӗ. Кунта хальхи вӑхӑтра 72 ача вӗренет. Шкул ҫулне ҫитменнисем валли ача сачӗ пур.

Куллен кирлӗ таварсене халӑх райпон 3 магазинӗнче, уйрӑм ҫыннӑн пӗр лавккинче туянма пултарать. Почта уйрӑмӗнче тӑрӑшакансем ҫынсене хаҫат-журналпа, ҫырусемпе, тӗрлӗ таварпа тивӗҫтереҫҫӗ. Кӗнеке вулама юратакансем валли модельлӗ пуян библиотека пур.

Ялсенче уявсем тӗлне мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Хирти Мӑнтӑрти культура ӗҫченӗсем спектакльсем хатӗрлесе вырӑнти халӑха савӑнтарнипе пӗрлех кӳршӗ ялсене те тухса ҫӳреҫҫӗ. Спорта юратакансем валли ӑмӑртусем те йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Ялсем хушшинчи ҫулсене вак чул сарса хытарнӑ. Кашни киле тенӗ пекех ҫутҫанталӑк газӗ кӗртнӗ. Урамсенчи  юпасем ҫине каҫхине тӗттӗмленсенех ҫутатакан лампӑсем вырнаҫтарнӑ. Ялсене те Интернет ҫитнӗ. 50—60 ҫулхипе ҫеҫ мар, юлашки 20—30 ҫулхипе танлаштарсан та, ялсен сӑн-сӑпачӗ лайӑх енне палӑрмаллах улшӑннӑ.

Ҫамрӑксем хӑйсем ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра тӗп- ленсен, урамсем ӗлӗкхи пек ачасен хаваслӑ сассисемпе тулсан ялсем татах та илемленӗччӗҫ, пурӑнма та интереслӗрех пулӗччӗ. Юрӑри пек, «вӑрмана кӗрсен кайӑк сасси лайӑх» тесе калас вырӑнне «яла кӗрсен ача-пӑча сасси мӗн тери лайӑх» теес килет.

Альберт Германович Кузьмин,

Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ:

— Ялсенче ҫӗр тӗрлӗ ыйту. Вӗсене, паллах, пӗр харӑссӑн татса пама май ҫук. Халӑх тӑрӑшнипе, патшалӑх пулӑшнипе чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене пурнӑҫласа пыратпӑр. Ку енӗпе  пуҫаруллӑ проектсемпе туллин усӑ курма тӑрӑшатпӑр. Территори уйрӑмӗнчи 18 урама та вак чул сарса пӗтертӗмӗр. Масарсем ҫинче те чылай ӗҫ тунӑ. Картасене ҫӗнетнӗ, тирпей-илем кӗртнӗ, вӗсем патне ҫитерекен ҫулсене юсанӑ. Йӑлмахвари тата Хирти Мӑнтӑрти кӳлӗсене тасатнӑ, йӗри-тавра илемлӗх сӑнӗ кӗртнӗ. Кӑҫал Хирти Мӑнтӑрпа Турхан хушшинчи пӗвене юсамалли проекта хатӗрлесе ҫитертӗмӗр. Ҫитес ҫул унта ӗҫсем пуҫланасса шанатӑп. Ку пысӑк объект пулнӑ май, унта чылай ӗҫ тума палӑртнӑ. Икӗ ялти культура ҫуртӗнче те юсав ӗҫӗсем туса ирттертӗмӗр.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисене тата ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк йӗри-тавра тирпей-илем кӗртсех тӑратпӑр. Палӑк территори уйрӑмне кӗрекен виҫӗ ял ҫыннишӗн  те чи пӗлтерӗшли шутланнӑ май, чӑн-чӑн асӑну вырӑнӗ пултӑр тесе тӑрӑшрӑмӑр.

Пуҫаруллӑ проектсемпе палӑртнӑ ӗҫсене пурнӑҫлама ялсенчи старостӑсем пулӑшса пыраҫҫӗ. Вӗсем яланах ҫынсем хушшинче те, халӑх шухӑш-кӑмӑлне лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ. Обществӑлла ӗҫсене явӑҫтарас тӗлӗшпе те пултаруллӑ. Маттур старостӑсене, Йӑлмахва ялӗнчи Анатолий Димитриева, Хирти Мӑнтӑрти Михаил Васильева, Кайнлӑкри Ринад Хайруллина тав тӑватӑп, вӗсем малашне те пуҫаруллӑ пуласса шанса тӑратӑп.

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансанах ял ҫыннисем унта службӑра тӑракансене апат-ҫимӗҫпе те, тумтирпе те, тата ытти енӗпе те пулӑшма пуҫларӗҫ. Ку ӗҫе  Герман Крылов йӗркелесе пырать, аякра службӑра тӑракан ентешсемпе ҫыхӑну тытса тӑрать. Паянхи кун та ял ҫыннисем маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *