Понедельник, 29 апреля

Ентеш хисеплӗ ята тивӗҫнӗ

Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем хушшинче кирек ӑҫта ӗҫлесен те, пурӑнсан та ырӑ ят ҫӗнсе илнисем сахал мар. Акӑ, Нӗркеҫ ялӗнче выляса-кулса ҫитӗннӗ Александр Владимирович Порядкова нумаях пулмасть «Чӑваш Республикин промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пани ҫинчен пӗлтӗмӗр. Вӑл «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерлӑ обществӑра тӑрӑшать.

Ку предприятири А.Порядковӑн ӗҫ биографийӗ 2001 ҫулта хӑрушсӑрлӑх службин  охранникне вырнаҫнӑранпа пуҫланнӑ. 2003 ҫулта вара ӑна 1-мӗш категориллӗ инженер пулма ҫирӗплетнӗ. Хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынине 2013 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӗн тата суту-илӳ министерствин Хисеп грамотипе наградӑлани те туллин ҫирӗплетет. 2016 ҫултан пуҫласа паянхи кунчченех Александр Владимирович акционерлӑ обществӑн пурлӑхпа техника снабженийӗн пайӗн начальникӗнче тӑрӑшать.

Компанире 20 ҫул ытла вӑй хурса Александр Порядков хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ертсе пыракан пайран акционерлӑ обществӑн кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗ нумай килет. Унти специалистсем пултаруллӑ инженерпа пӗрле ҫулталӑк тӑршшӗпе туса ирттермелли ӗҫсене пӗлсе палӑртаҫҫӗ, ҫав тӗллевпе кирлӗ япаласене хатӗрлесе хураҫҫӗ. Ют ҫӗршыври хатӗр-хӗтӗре хамӑр патра туса кӑларакан пахалӑхлӑ япаласемпе улӑштарма майсем шыранине те палӑртмалла.

Александр Владимирович ӗҫ вырӑнӗнче пуҫарулӑхпа та палӑрса тӑрать. Пӗрле ӗҫлекенсене куллен кирлӗ сӗнӳсем парса пулӑшать. Документсене тӗплӗ те пӗлсе хатӗрлет. Пысӑк квалификациллӗ специалист пулсан та, пӗлӗвне ӳстерсех пыма тӑрӑшать. Акционерсен обществин ӗҫне ҫӗнӗлӗхсем кӗртес тесе те канашсем парать. Компани сотрудникӗсем те унран вӗренме тӑрӑшаҫҫӗ. А.Порядков вӗсене вӑл е ку ыйтупа пулӑшу аллине тӑсса пама яланах хатӗр.

Инженерӑн предприятире ӗҫ нумай пулсан та, Александр обществӑлла ӗҫрен те пӑрӑнмасть. Спортпа та туслӑ вӑл.  Шывра ишес енӗпе ирттернӗ тупӑшусенче пӗрре мар малти вырӑн йышӑннӑ.

«Газпром газораспределение Чебоксары» акционер обществи республикӑри пӗлтерӗшлӗ объектсене хута ярас тесе тӑрӑшать. Ҫавӑнпа та А.Порядков ертсе пыракан пайри специалистсем те начальникпе пӗрле пӗтӗм яваплӑха туйса тӑрӑшаҫҫӗ. Палӑртнӑ тӗллевсене пахалӑхлӑ пурнӑҫлас тесе вӑй хураҫҫӗ. Александр Владимировичӑн вара малашне те ӑнӑҫусем пулччӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *