Ӑсталӑх класӗ иртрӗ

Ӑсталӑх класӗ иртрӗ

РФ Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент служби ҫумӗнчи аслӑ ӑрӑвӑн «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗнче иртнӗ юнкун мунчала ҫыхас енӗпе ӑсталӑх класӗ иртрӗ. Маттур алӑ ӑсти Надежда Паркова ҫыхма вӗренес текенсене тӗрлӗ  меслет кӑтартрӗ, ҫак ӑсталӑха пӗлекенсем унпа пӗрле ӗҫлерӗҫ.

Мастер-класа хутшӑннӑ маттур хӗрарӑмсем хатӗр мунчаласене Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене валли ярса пама кӑмӑл турӗҫ. «Чебдобро» ыркӑмӑллӑх организацийӗн пирӗн районти представителӗ Минфенисе Прохорова пулӑшушӑн пурне те чӗререн тав турӗ, ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

Н.ЮМАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *