Суббота, 27 апреля

Савӑнӑҫлӑ митинг пулнӑ

Савӑнӑҫлӑ митинг пулнӑ

Германи ҫӗрӗ ҫинче тӑнӑ Совет ҫарӗсене кӑларнӑ кун ячӗпе августӑн 31-мӗшӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ Комсомольскинчи палӑк умӗнче савӑнӑҫлӑ митинг пулса иртнӗ. Пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Раськин саламланӑ, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗсен ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансене обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн тав тунӑ. Салам сӑмахӗсемпе Пограничниксен, Тинӗс-Ҫар флотӗнче службӑра тӑнисен, Шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫленисен ветеранӗсен совечӗсен округри уйрӑмӗсен председателӗсем Г.Н.Филиппов, Е.А.Орешкин, П.В.Лапшин тухса калаҫнӑ, пурне те ӑнӑҫу суннӑ. Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗсен ушкӑнӗсенче пулнӑ воин-ветерансен совечӗн округри председателӗ Н.И.Смирнов тата ветерансем вӑрҫӑра пуҫ хунисен ячӗпе лартнӑ палӑк умне чечек ҫыххисем хунӑ.

 Ӗнерхи салтаксенчен чылайӑшӗ паянхи кун тивӗҫлӗ канура пулсан та, вӗсем округӑн кулленхи пурнӑҫӗнче маттур пулни савӑнтарать.

Ветерансене Комсомольскинчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗ Марина Волкова ҫепӗҫ юрӑсемпе хаваслӑх парнеленӗ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *