Вӑрҫӑ ачисем. Ытла та ир ӳссе ҫитӗнме тивнӗ вӗсен. Урамра выляса-кулса ҫӳрес, шкулта тӑрӑшса вӗренес вырӑнне уй-хирте тӑрӑшнӑ, аслисене пулӑшнӑ. Хӗл кунӗсенче пӳртсем сивӗ, тум-тир япӑх, ҫимелли енчен те хӗсӗк пулнӑ. Вӗсем курнӑ терт-нуша пирки йӑлтах сӑмахпа каласа та параймӑн, ҫырса та кӑтартаймӑн. Вӑрҫӑ ҫулӗсене чӑтса ирттернисен асӑнче вара ҫав хӗн кунсем ӗмӗрлӗхех юлнӑ.
Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан А.Т.Рябчиковӑпа калаҫса ларатӑп та, вӑл ача чухнех курнӑ йывӑрлӑхсене куҫ умне кӑларма тӑрӑшатӑп. Анастасия Трофимовна хаяр вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра 9 ҫулта анчах пулнӑ. Вӑйпитти арҫынсем фронта кайса пӗтнӗ. Ялта хӗрарӑмсемпе стариксем тата ачасем ҫеҫ юлнӑ. Вӗсен вӑйӗпе колхозри пӗтӗм ӗҫе пуҫтарнӑ. Ҫул ҫитмен ачасем те аслӑраххисемпе пӗрле пур ӗҫе те хутшӑннӑ. Хирсене ҫумкурӑкран тасатнӑ. Вырма вӑхӑтӗнче пучах пуҫтарнӑ, ӳсерехпе тырӑ вырнӑ… Вӗсем тунӑ ӗҫсене пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. «Апат енчен хӗсӗкчӗ. Курӑк ҫисе ӳснӗ ӗнтӗ. Крахмал пуҫтарнӑ, мӑян ҫӑкӑрӗ ҫинӗ. Пӗр енчен шутлатӑп та, вӗсенче хими пулман. Организма усӑ кӳнӗ пулӗ. Ҫавӑнпа та ҫак ҫула ҫитиччен пурӑнса ҫитрӗм», — тет вӑл. Ун ҫине пӑхсан та 90 ҫула ҫитнӗ тесе калаймастӑн. Хӑйне вӑр-вар тыткалать, ӑс-тӑнпа, иртнисене ас туса калаҫать. Редакцине ашшӗ фронтран янӑ ҫырусене (вӗсене пичетлесе кӑлартӑмӑр) кӑтартма мӑнукӗн автомашинипе килнӗ пулсан та, калаҫу вӗҫленсен центра ҫитиччен ҫуранах утрӗ. «Ытларах хускану тума тӑрӑшмалла. Ҫуран ҫӳрени хамӑршӑн лайӑх», — терӗ. Мӗн чухлӗ йывӑрлӑх курнӑ пулин те вӑл хӑйне ҫирӗп тытать.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем те ҫӑмӑл пулман. Юхӑннӑ колхозсене ҫӗклекенсем те вӑрҫӑ ачисемех, пӗве кӗнӗ хӗрсемпе тӗрекленнӗ каччӑсем пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра ӗҫ кунӗпе вӑй хунӑ. Колхоз укҫа тӳлеймен. Хӗрсем пусма-тавар туянмалӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илес тесе хуласене тухса кайнӑ. Анастасия Трофимовна та 1950 ҫулсенче Атӑл леш енче торф кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Вӑл вӑхӑтра ял хӗрӗсем хула еннелле питех туртӑнман. А.Николаева та тӑван тӑрӑха таврӑннӑ, фермӑна ӗҫе вырнаҫнӑ. «Вӑл вӑхӑтра витесем сивӗччӗ. ,ҫ тумтирне улӑштарма та пӳлӗмсем пулман. Ӗнесене хунар ҫутипе сӑваттӑмӑр. Кунӗпех фермӑра дежурствӑра тӑнӑ. Ӗҫӗ йывӑрччӗ, пылчӑк ҫӑрӑлатчӗ. Апла пулин те тӑрӑшнӑ, ӗҫленӗ», — каласа парать ват ҫын.
1955 ҫулта вӗсем В.Рябчиковпа ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Мӑшӑрӗ, Василий Федорович, ӗмӗрӗпех «Красный Октябрь» колхозра трактористра тӑрӑшнӑ, ӑста механизатор пулнӑ. Вӗсем 2 хӗрпе 3 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, ачисене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.
Анастасия Трофимовна мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех «Красный Октябрь» колхозра тӑрӑшнӑ. 17 ҫул вӑл арманта ӗҫленӗ, ферма выльӑхӗ валли ҫӑнӑх авӑртнӑ. Кайран куллен бригадӑри ӗҫсене хутшӑннӑ.
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗсемпе участникӗсем округра юлмарӗҫ. Тыл ӗҫченӗсем те сахалланса пыраҫҫӗ. Вӑрҫӑ ачисем те ватӑлса ҫитнӗ. Хаяр вӑрҫӑ кунӗсене историрен кӑларса пӑрахаймӑн. Кӑҫал Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ. Ҫитӗнекен ӑру хӑйсен несӗлӗсем чӑтса ирттернӗ терт-нуша ҫинчен пӗлтӗр тесен Анастасия Трофимовна пек ветерансене шкулсене чӗнмелле. Вӗсемпе тӗлпулусем йӗркелени, иртни ҫинчен аса илсе каласа пани паянхи ҫамрӑксемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулмалла.
Юрий Гаврилов.