Воскресенье, 28 апреля

Аллӑ ҫул ытла пӗрле

Йӑлмахва ялӗнче ҫур ӗмӗр ытла пӗрле килӗштерсе пурӑнакан ҫемье чылай. Вӗсенчен пӗри — Лидия Ивановнӑпа Петр Кириллович Смирновсен ҫемйи. Вӗсем 1970 ҫулта пӗр-пӗрне юратса пӗрлешнӗ. Тӑватӑ ача ҫуратса ӳстернӗ, ура ҫине тӑратса пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. 1979 ҫулта кивӗ йывӑҫ ҫурта сӳтсе кирпӗчрен ҫӗннине купаланӑ, ун ҫумне хуралтӑсем хӑпартнӑ.

Ҫемье пуҫӗ Петр Кириллович Хирти Мӑнтӑр шкулӗнче сакӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Саратов хулине механизатора вӗренме кайнӑ (1963—1966 ҫҫ.). 1967—1969 ҫулсенче вӑл Германи ҫӗрӗ ҫинче хӗсметре тӑнӑ. Яла таврӑнсан ӑна «Знамя» колхоз правленийӗ трактор шанса панӑ. Хӑйӗн хурҫӑ утне Петя тете мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех пӑрахман. Мӗн чухлӗ ҫӗр сухаламан-ши вӑл унпа? ДТ-75 тракторпа ӗҫленӗ чухне хӗллехи кунсенче ялти халӑх вӑраниччен урамри юра хырса ҫула тасатнӑ.

Петр Кирилловичӑн «Вунпӗрмӗш пилӗкҫуллӑх ударникӗ» паллӑ пур. Колхозран, кайран районтан панӑ Хисеп хучӗсем унӑн халӗ те упранаҫҫӗ.

Мӑшӑрӗ, Лидия Ивановна, шкул пӗтерсен ҫулталӑк колхозри фермӑра пӑрусем пӑхнӑ. 1965—1966 ҫулсенче Патӑрьелӗнче выльӑх тухтӑрне вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн икӗ ҫул Хирти Мӑнтӑр ялӗнчи ветпунктра ӗҫленӗ. Нумай-нумай выльӑха чир-чӗртен сыватнӑ, вилӗмрен ҫӑлнӑ. Ун хыҫҫӑн колхозра бригадӑра вӑй хунӑ, чылай ҫул сысна ферминче тӑрӑшнӑ. Районта «Чи лайӑх сысна пӑхакан» ята ҫӗнсе илнӗ. «Ҫакӑншӑн мана райкомӑн пӗрремӗш секретарӗ хӗлле тӑхӑнмалли атӑ парнеленӗччӗ», — аса илет ӗҫчен хӗрарӑм.

Петр Кирилловичпа Лидия Ивановна — иккӗшӗ те ӗҫ ветеранӗсем. Халӗ килте пурӑнакан кӗҫӗн ывӑлӗпе пӗрле хуҫалӑха тирпейлӗ тытса пыраҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк усраҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра пахчара кӑштӑртатаҫҫӗ, пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ.

Ачисем те ашшӗ-амӑшӗ пекех ӗҫчен те маттур. Вӗсем тӑван ялшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, ялта иртекен мероприятисем валли спонсорла пулӑша параҫҫӗ. Ҫакӑншӑн вӗсене ял-йыш тав тӑвать.

Савӑнатпӑр та, мухтанатпӑр та эпир ялта ҫакӑн пек ҫынсем пурришӗн.

Руфина СМИРНОВА

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *