Суббота, 27 апреля

Пархатарлӑ кун-ҫул

Пархатарлӑ кун-ҫул

Пирӗн тӑрӑхра, республикӑра пурӑнакан аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем хушшинче Петр Николаевич Тепловӑн ятне пӗлмен ҫын сахал пуль тесе шутлатӑп. Мана та темиҫе ҫул каялла «Кӗтне» ентешлӗх уявӗнче хисеплӗ ҫынпа тӗл пулма пӳрнӗччӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗ, 90 ҫултан иртнӗ пулин те, кӗлеткине тӳрӗ тытса ҫирӗп утӑмсемпе пынинчен тӗлӗннӗччӗ, чӑн-чӑн ҫар начальникӗ тейӗн. Унӑн уяв тумӗ ҫинчи наградисене шутласа та тухаймӑн: Ленин, Хӗрлӗ Ялав, ,ҫлӗх Хӗрлӗ Ялав (иккӗшӗ те виҫшер таранах!)… орденӗсем кӑна вунна яхӑн, медалӗсем мӗн чухлӗ тата. Ентешлӗхе пуҫтарӑнннисем ӑна пурте алӑ тытса саламланӑ май ветеранӗн сӑн-питӗнче ӑшӑ кулӑ палӑратчӗ. Асӑмра ҫавӑн пек тӑрса юлнӑ  Петр Николаевич. 100 ҫулхи юбилейӗ ҫитнӗ май, П.Н.Тепловӑн пархатарлӑ пурнӑҫӗпе кун-ҫулӗ ҫинчен кӑштах каласа парас килет.

Петр Теплов 1923 ҫулхи августӑн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче ҫуралнӑ. Икӗ ҫултах ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ.  Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул ялти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, чӳк уйӑхӗнче ҫар ретне тӑнӑ. Муромри ҫар ҫыхӑну училищинче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн связист-линейщик пулса ҫапӑҫнӑ. Подразделенисем, корпуссем, дивизисем, полксем хушшинчи ҫыхӑнӑва тӗрӗс-тӗкел тытса тӑнӑ, ӑҫта та пулсан лини татӑлсан вут-ҫулӑм ҫумӑрӗ айне те кӗме тивнӗ. Икӗ хутчен аманса, пӗрре контузи пулса сипленме те лекнӗ. Яланах лайӑха кӑна ӗненекенскере Турӑ та упранӑ пулас. Вӑл Великие Луки хулине ирӗке кӑларнӑ, Калинин, Смоленск облаҫӗсенчи, Белоруссири, Латвири ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӗве Латвири Кандава хулинче кӗтсе илнӗ.

П.Н.Теплов аслӑ сержант званийӗпе 1947 ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче демобилизаци йӗркипе киле таврӑннӑ. Кунта вара тӳрех мирлӗ ӗҫе пуҫӑннӑ. Малтан тӑван колхозра тӑрӑшнӑ, каярахпа, пултарулӑхне кура, ӑна ӳстерсе пынӑ. Пӗр вӑхӑтрах куҫӑмсӑр майпа партин Ленинградри аслӑ шкулӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илме те чӑтӑмлӑх ҫитерет. Унтан КПСС Елчӗк райкомӗн иккӗмӗш, тепӗр вунӑ ҫул Комсомольски райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче вӑй хурать. Кӗҫех ӑна татах ҫӳлелле ҫӗклесе Чӑваш Республикинчи патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен профсоюз обкомӗн председательне суйлаҫҫӗ. Ҫак яваплӑ ӗҫре вӑл тепӗр вунӑ ҫул, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен, чунне парса тӑрӑшать.

Комсомольски районӗнче ӗҫленӗ 1968—1978 ҫулсенчи тапхӑр ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑрас килет. Вӑл вӑхӑтра районӑн экономики палӑрмаллах ҫӗкленнӗ. П.Теплов тӑрӑшнипе 4000 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртмалли пысӑк комплекс туса хута янӑ, социаллӑ-культурӑллӑ объектсем ҫӗкленнӗ, кивелнисене юсанӑ, автоҫулсем сарнӑ. Ял хуҫалӑх аталанӑвӗ ҫине питӗ пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Вӑл вӑхӑтра ӳсен-тӑран, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗсем вӑйлӑ аталаннӑ. Тыр-пул туса илессипе пӗрремӗш пулнӑ. Петр Николаевич пӗлсе ертсе пынипе хуҫалӑхсем пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, вӗсен ертӳҫисене вара республикипех пӗлнӗ тата хисепленӗ. Ҫакӑ кадрсемпе ӗҫлессине малти вырӑна хунипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ ӗнтӗ.

Район республикӑра ҫеҫ мар, Пӗтӗм Союз шайӗнче те производство кӑтартӑвӗсемпе социализмла ӑмӑртура пӗрре мар ҫӗнтерсе куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялава тивӗҫнӗ. Асӑннӑ отрасльте тӑрӑшакан вуншар, ҫӗршер ҫынна орденсемпе, медальсемпе наградӑланӑ.

«Россия» колхозри уй-хир бригадирӗ Николай Миронов тата «Красный Октябрь» хуҫалӑхри Леонтий Акчурин механизатор вара «Социализмла Ӗҫ Геройӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

 Ҫак фактсем хӑйсемех Петр Николаевич чунне парса ӗҫленине, халӑх хуҫалӑхне аталантарассишӗн, ҫынсен пурнӑҫ шайне аванлатассишӗн тӑрӑшнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. 

Паллах, анлӑ тавракурӑмлӑ, малашлӑха курма хӑнӑхнӑ, канӑҫсӑр чунлӑ ертӳҫӗ кантурта ларнипе кӑна нихӑҫан та ҫырлахман, ялан халӑх хушшинче пулнӑ. Тӑрӑшуллӑ пуҫлӑха фермӑра ирхи е каҫхи сӑвӑмра, вырма вӑхӑтӗнче йӗтемсемпе хирсенче, ӗҫ коллективӗсенче тӑтӑшах курма пулнӑ.  Вӑл вырӑнтах е каярахпа ҫынсен нумай-нумай ыйтӑвне татса панӑ. Ҫавна май ӑна маларах районсен шайӗнчи, каярахпа Чӑваш АССРӗн саккӑрмӗшпе тӑххӑрмӗш суйлавӗсен депутачӗ пулма суйланӑ.

Тепловсем питӗ килӗшӳллӗ мӑшӑр пулнӑ, пӗр-пӗрне ӑнланса, хисеплесе пурӑннӑ. Мӑшӑрӗпе, Лидия Михайловнӑпа, алла-аллӑн тытӑнса 60 ҫул ытла пӗрле утнӑ, тӑватӑ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Вилӗмле ҫапӑҫусем витӗр тухнӑ ветеран ултӑ мӑнукӗпе вӗсен ачисене курса савӑннӑ. Ҫывӑх ҫыннине юратса, хисеплесе чи кӗҫӗн мӑнмӑнукне Петя ят панӑ.

Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та Петр Николаевич обществӑлла ӗҫе хутшӑнса яланах халӑхпа пӗрле пулма тӑрӑшнӑ. Шупашкарти «Елчӗк ен», «Кӗтне» ентешлӗхсен ӗҫӗнчен пӗрре те пӑрӑнман. Ҫамрӑксемпе ирттерекен тӗлпулусенче вӑрҫӑ тата унӑн виҫесӗр нуши-инкекӗ ҫинчен каласа панӑ. Хӑйӗн кун-ҫулӗ пирки «Страницы моей жизни» кӗнеке кӑларнӑ.

Петр Николаевич пек ҫынсем халӗ пурӑнакансем хушшинче питӗ сайра. Вӗсем пирӗн истори те, ҫамрӑксемшӗн чӑтӑмлӑх, хӑюлӑх тата пурнӑҫа чунтан юратакан ҫыннӑн тӗслӗхӗ те пулса юлчӗҫ. Икӗ ҫул каялла ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ пулин те, паян кун та П.Н.Тепловӑн ятне, ҫутӑ сӑнарне пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем асра тытаҫҫӗ. 1968—1978 ҫулсенче КПСС Комсомольски райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче вӑй хунӑскерӗн ячӗ пирӗншӗн уйрӑмах хаклӑ.

П.Н.Теплов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Комсомольски округ администрацийӗн пысӑк залӗнче августӑн 25-мӗшӗнче ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна ЧР агропромышленность комплексӗн  ветеранӗсен Комсомольски округӗнчи организацийӗн ертӳҫи Илдус Миннетуллин йӗркелесе ертсе  пычӗ.

Малтанах тӗп библиотека ӗҫченӗсем Валентина Боровковӑпа Вера Горбунова, «Единая Россия»  партин  вырӑнти  организацийӗн секретарӗ Людмила Макарова юбилярӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. Ку тӗлпулӑва Петр Николаевичпа ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтра пысӑк хуҫалӑхсемпе предприятисене ертсе пынӑ е тӗрлӗ лару-тӑрура унпа тӗл пулма тивнӗ ҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем ҫав тапхӑра ӑшӑ та ырӑ туйӑмсемпе аса илчӗҫ, Петр Тепловӑн ҫынлӑхӗпе чунлӑхӗ, тӳрӗлӗхӗ, принциплӑхӗ, вӑл тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакансемпе кирек хӑҫан та тимлӗ пулни ҫинчен каларӗҫ. Ӗҫре ҫеҫ мар, культура пурнӑҫӗнче те ыттисемшӗн тӗслӗх пулнӑ вӑл. Мӑшӑрӗпе Лидия Михайловнӑпа пӗрле юрӑ смотрӗнче сцена ҫине тухса чӑваш халӑх юррине шӑрантарнӑ. Субботниксенче ушкӑнпа пӗрле тухса ӗҫленӗ. 

Асӑннӑ тӗлпулӑва Тепловсен хӗрӗсем  Галина, Татьяна тата Зоя, кӗрӳшӗ Николай Кисапов та хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ҫак мероприятие йӗркеленӗшӗн савӑннине палӑртрӗҫ, ҫавра сӗтеле хутшӑнакансене ашшӗн ҫутӑ сӑнарне асра тытнӑшӑн тав турӗҫ.

Любовь ШУРЯШКИНА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *