Аса илсе калаҫар

Аса илсе калаҫар

Пирӗн вӑхӑтри ҫамрӑксем пурте ҫул ҫитсен Совет ҫарӗнче службӑра тӑма ӗмӗтленетчӗҫ. Ун чухне салтакра пулман арҫынна хисеплемен. Пирӗн округра ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксене салтак ҫулӗ пысӑк ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне илсе ҫитернӗ. Совет Союзӗн анлӑ карттине сарса хурсан унти кашни хула тӗлнех кунта пирӗн ентеш ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ тесе палӑртма пулать. Халӗ уйрӑм ҫӗршыв пулса тӑнӑ союзлӑ республикӑсенче те службӑра тӑнӑ. Ют ҫӗршывсенче, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланисем те сахал мар. Вӗсем пурте салтакран таврӑннӑ хыҫҫӑн мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Халӗ чылайӑшӗ тивӗҫлӗ канура ӗнтӗ. Апла пулин те ӗнерхи салтаксем округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Час-часах пӗрле пуҫтарӑнса калаҫаҫҫӗ, малашне пурнӑҫламалли ӗҫсене палӑртаҫҫӗ.

1994 ҫулхи августӑн 31-мӗшӗ Германире тӑнӑ пирӗн ҫарсене унтан кӑларса пӗтернӗ кун шутланать. 1945 ҫултан пуҫласа вӑл ҫӗршывра пиншер пирӗн ентеш «салтак пӑтти» ҫинӗ. Хӑйсен ҫарти служби пирки паянхи кун та ырӑпа асӑнаҫҫӗ. Германире тӑнӑ Совет ҫарӗ лайӑх хӗҫпӑшаланнӑ вӑй пулнӑ. Унтан пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем ҫирӗпленсе, тӗрекленсе таврӑннӑ. Ҫарта та хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ.

Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче ҫарта службӑра пулнӑ ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗ Совет ҫарӗсене Германирен кӑларса пӗтернӗ кун, августӑн 31-мӗшӗнче, Комсомольскинчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра асӑнса лартнӑ палӑк патӗнче тӗлпулу ирттерет. Ветерансене унта хутшӑнма, тӑван тӑрӑхран чылай инҫетре службӑра пулнӑ кунсене асӑнса калаҫма йыхравлать.

Николай Смирнов,

Германире тата Варшава договорне кӗрекен  ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗсен ушкӑнӗнче пулнӑ воин-ветерансен совечӗн округри председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *