Воскресенье, 28 апреля

Фермерсем слетра пуҫтарӑннӑ

Фермерсем слетра пуҫтарӑннӑ

Юлашки ҫулсенче республикӑра ҫӗр илсе ӗҫлекен, выльӑх-чӗрлӗх тытакан фермер хуҫалӑхӗсем йышланни палӑрать. Ҫавӑн пекех ҫырла ҫитӗнтерекен, пулӑ ӗрчетекен тата ял хуҫалӑхӗн ытти отраслӗсемпе тӑрӑшакан предпринимательсем те хутшӑнсах пыраҫҫӗ. Ҫак шухӑшсене палӑртнӑ августӑн 26-мӗшӗнче Етӗрне муниципаллӑ округӗнче иртнӗ республикӑри фермерсен слетӗнче. Ун ӗҫне пирӗн округри фермерсемпе предпринимательсен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Вӗсем республикӑри 200 ытла фермерпа пӗрле ял хуҫалӑхне аталантарас, туса илнӗ продукцие сутас, патшалӑх пулӑшӑвӗ- пе усӑ курас тата ытти ыйтусемпе йӗркеленӗ ҫавра сӗтелсем хушшинчи калаҫусене хутшӑннӑ. Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май паракан площадкӑсене ҫитсе курнӑ.

Слетра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев фермерсем ялӑн тӗп шӑнӑрӗ пулса тӑнине, вӗсем ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илнипе пӗрлех халӑха ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес, ялсене аталантарас тӗлӗшпе те чылай ӗҫ тунине палӑртнӑ. Производствӑна ӳстерес енӗпе патшалӑх малашне те пулӑшса пыма тӑрӑшнине асӑннӑ. 2012 ҫултанпа фермер хуҫалӑхӗсене аталантарма 3 миллиард тенке яхӑн укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗсемпе 631 фермер усӑ курнӑ.

18 ҫул пысӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсен экономика кӑтартӑвӗсене тишкерсе республикӑри чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен предприятисен «Агро-100» топне йӗркелеҫҫӗ. Ҫакӑн усси пурри курӑнать. Хуҫалӑхсем хӑйсен кӑтартӑвӗсене лайӑхлатас, инноваци проекчӗсене ӗҫе кӗртес, рентабеллӗхе ӳстерес тесе тӑрӑшни палӑрать. Малашне фермерсем хушшинче те ун пек ӑмӑрту пулӗ. Усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк йышне, техника шутне палӑртса, миҫе ҫын ӗҫлекен пулнине тата вӗсен ӗҫ укҫин виҫине, рентабеллӗхе, парӑмсем ҫуккине тата ытти енсемпе хакласа чи лайӑх 100 фермера палӑртма пуҫлӗҫ. Ҫакӑн пирки ЧР вице-премьерӗ, ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артомонов каласа панӑ, кӑҫалхи ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ.

Республикӑри чи лайӑх  10 фермер йышӗнче тӑххӑрмӗш вырӑнта пирӗн округри Рафис Гильметдинович Айсын предприниматель те пур. Ку списока ҫавӑн пекех хамӑр тӑрӑхри Р.М.Мансуров (13-мӗш), Г.М.Хайртдинова (17-мӗш), З.М.Сафиуллин (20-мӗш), Г.В.Атласкин (26-мӗш), Т.Г.Хайртдинов (38-мӗш), Х.Я.Миназетдинов (51-мӗш), Р.А.Хайртдинов (53-мӗш), Р.М.Шарафутдинов (55-мӗш), С.В.Любимов (69-мӗш), В.Н.Тяканов (76-мӗш), Ф.Г.Хайртдинов (79-мӗш), В.В. Михайлов (80-мӗш), А.Г.Хайртдинов (85-мӗш) та кӗнӗ.

Слетра «Народный фермер» тата «Народный фермер Чувашии» ассоциацисем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ. Регионти уйрӑм председателӗ пулма Леонид Кузнецова суйланӑ. Фермерсен слечӗ кӑҫал 4-мӗш хут иртнӗ, унта ҫӗр ӗҫченӗсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансене хумхантаракан чылай ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *