Суббота, 27 апреля

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ

Августӑн 28-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче учительсен вӗренӳ ҫулӗ умӗнхи йӑлана кӗнӗ конференцийӗ иртнӗ. Округри педагогсем иртнӗ вӗренӳ ҫулӗн кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ, малашнехи тӗллевсене палӑртнӑ.

Малтанах муниципаллӑ округӑн вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.А.Комиссарова доклад тунӑ. Округра ачасене тарӑн пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе кӑҫал 16 шкул, шкул ҫулне ҫитмен ачасен  4 учрежденийӗ, хушма пӗлӳ паракан 3 учреждени  ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех шкулсенче пӗчӗк ачасен кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑнӗсем те пулӗҫ. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче 2550 вӗренекен партӑсем хушшине ларӗ. Вӗсенчен 185-шӗ шкул алӑкне пӗрремӗш хут уҫса кӗрӗ. Ачасене пӗлӳпе воспитани парас енӗпе 351 педагог тӑрӑшӗ. Вӗсенчен 127-шӗ — аслӑ категориллӗ учительсем, 216-шӗ — пӗрремӗш квалификаци категориллӗ вӗрентекенсем. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 146 ача вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен аттестат илнӗ. Округри ачасем пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытнӑ. 18 вӗренекен шкула медальсемпе пӗтернӗ.

Вӗренӳ ҫулӗ вӑхӑтӗнче шкулсенчи ачасем округӑн, республикӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, предмет олимпиадисенче, спорт, культура мероприятийӗсенче наградӑсене тивӗҫнӗ. Наталья Александровна ҫавӑн пекех кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче ачасемпе вӗрентекенсене кӗтекен ҫӗнӗлӗхсем ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Кӑҫал Педагог тата наставник ҫулӗ пулнӑ май вӗрентекенсене ачасене пӗлӳ парас ӗҫре татах та тӑрӑшуллӑрах вӑй хума ӑнӑҫу суннӑ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Раськин педагогсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫитнӗ ятпа саламланӑ, ҫитӗнӳсем суннӑ. Вӗрентӳ тытӑмӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Чӗчкен тӗп шкулӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекене И.Р.Мингалеевӑна, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхин вӗрентекенне Т.В.Тимофеевӑна, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн учитель-логопедне Т.Н.Герасимовӑна, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн музыка учительне Е.В.Федотова, Хирти Явӑш тӗп шкулӗнчи кӗҫӗн классен вӗрентекенне Г.Р.Фаряховӑна, Хырхӗрри тӗп шкулӗнчи кӗҫӗн классен вӗрентекенне  Н.М.Лукияновӑна, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн поварне Н.С.Индюковӑна, Александровка тӗп шкулӗн директорне Е.Н.Соколовӑна, «Радуга» ача сачӗн воспитательне Т.А.Саванинӑна, Урмаел вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классене вӗрентекен А.Х.Тукаевӑна Комсомольски муниципаллӑ округӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

«Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ сферин хисеплӗ ӗҫченӗ» ята Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Е.Н.Савельев, Хирти Явӑш тӗп шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Л.И.Никифорова, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи ОБЖ вӗрентекенӗ Г.Н. Миронов, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн физкультура учителӗ О.А.Кошкина, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Л.Н.Данилова, «Радуга» ача сачӗн заведующийӗ А.Н.Албутова, Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи тутар чӗлхипе литературин учителӗ Д.М.Гималтдинова, Урмаел вӑтам шкулӗнчи биологи учителӗ А.Р. Самкина, Шурут вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Л.Н.Тарасова тивӗҫнӗ.

Депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева пуҫтарӑннисене саламланӑ май округӑн обществӑпа политика пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн «Единая Россия» партин Тав ҫырӑвӗсене  Ю.П.Алексеева (Вӑрманхӗрри Чурачӑк), С.В.Антоновӑна (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел), Г.К.Гадельяновӑна (Комсомольски) панӑ.

Ӳсекен ӑрӑва вӗрентес, тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе нумай ҫул ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн Комсомольски 2-мӗш шкулӗн социаллӑ педагогне Г.Н.Волковӑна, Урмаел вӑтам шкулӗн математика учительне Л.Г.Гельметдиновӑна, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературин учительне С.А.Жуковӑна, Тукай Мишер вӑтам шкулӗн кӗҫӗн классен вӗрентекенне  А.А.Зинетуллинӑна, «Колосок» ача сачӗн аслӑ воспитательне  Т.Р.Каримуллинӑна, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн математика учительне Н.Ю.Константиновӑна, Хырхӗрри тӗп шкулӗн географи, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенне И.М.Степановӑна, Асанкасси вӑтам шкулӗн директорне А.И.Филиппова, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи вырӑс чӗлхипе литературин учительне Н.В.Филипповӑна Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотине парса чысланӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн халӑх вӗрентӗвӗн  тата наука ӗҫченӗсен профсоюз организацийӗн Чӑваш Республикинчи комитечӗн Хисеп грамотисемпе «Колосок», «Рябинушка», «Радуга»  ача сачӗсен заведующийӗсене  С.Ю.Токмаковӑна, В.А.Герасимовӑна, А.Н.Албутовӑна наградӑланӑ.

Канашлура  наградӑсем татах та нумай пулнӑ. Шкулсемпе ача-пӑча учрежденийӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне мӗнле хатӗрленине тӗрӗслес енӗпе иртнӗ смотр-конкурсра мала тухнисем, вӗрентӳ ӗҫченӗсен спартакиадин  ҫӗнтерӳҫисем грамотӑсемпе парнесене тивӗҫнӗ.

Нумаях та вӑхӑт иртмӗ, пӗрремӗш шӑнкӑрав сас парса ачасемпе вӗрентекенсене классене йыхравлӗ.  Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе савӑнтартӑр.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *