Вырма вӗҫленсе пырать

Вырма вӗҫленсе пырать

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вырма ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем улӑма та пухса илнӗ, хирсенче сухалакан тракторсем ӗҫлеҫҫӗ.

Августӑн 28-мӗшӗ тӗлне округра 13156 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем вырнӑ, ҫапса тӗшӗленӗ. Ку вӑл пӗтӗм лаптӑкӑн 93,6 проценчӗ чухлӗ пулать. Тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 28,3 центнерпа танлашать.

Округри хуҫалӑхсем пикенсех кӗр тыррисем акаҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне ку ӗҫе 1180 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ. Кӗрхи ҫӗртме тӑвасси те малалла пырать.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *