Суббота, 27 апреля

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе

Учитель кашни ачан пурнӑҫӗнче мӗн тери тарӑн йӗр хӑварни ҫинчен эпир час-часах шутламастпӑр та. Шӑпах вӗрентекен вӑл е ку пурнӑҫ ҫулне суйласа илме, малашлӑх никӗсне  хывма, малалла талпӑнма хӑнӑхтарать, хальччен курман-илтмен пӗлӳ тӗнчине ҫавӑтса кӗрсе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать. Учитель вӗрентсе каланисем чылай ҫул иртсен те аса килеҫҫӗ, пурнӑҫра тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшаҫҫӗ.

Александровка тӗп шкулӗнче вӑй хуракан Ирина Евграфовӑна чӑн-чӑн профессионал теес килет. Тарӑн пӗлӳллӗ, пуян опытлӑ педагог ачасене физика предметне вӗрентет. Шкулта ӗҫленисӗр пуҫне дистанцилле мелпе репетиторта тӑрӑшать. Кашни урока хӑйнеевӗрлӗ, интереслӗ ирттерсе вӑл физика вӑрттӑнлӑхӗсене ачасене уҫса парать, ҫӑмӑл чӗлхепе ӑнлантарса материала ӑса хывма пулӑшать.

Ирина Ипатьевна 1983 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, алла диплом илсенех ӗҫе пикеннӗ — Хирти Явӑш шкулӗнче физика тата астрономи предмечӗсене вӗрентнӗ. 1987—2010 ҫулсенче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче, унтан Аслӑ Чурачӑк тата Асанкасси вӑтам шкулӗсенче тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та пултаруллӑ педагог алӑ усса ларман, чи лайӑх преподавательсен конкурс суйлавӗ витӗр тухса онлайн-учитель сертификатне илнӗ, репетиторта ӗҫлеме пикеннӗ. Халӗ вӑл тӗнчен тӗрлӗ кӗте- сӗнче пурӑнакансене физикӑпа туслашма, экзаменсене тӗплӗн хатӗрленме пулӑшать. Пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн «Чи лайӑх онлайн-учитель дисттьютор» ята та тивӗҫнӗ. Тӑрӑшуллӑ педагогӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 40 ҫулпа танлашать.

— Эпӗ хамӑн ӗҫе питӗ юрататӑп. Ҫавӑнпа, тивӗҫлӗ канура пулсан та, районта физика учителӗсем ҫитменнине кура, Александровка тӗп шкулне чӗнсен пӗр сӑмахсӑрах килӗшрӗм. Ачасемпе ӗҫлени ватӑлма памасть. Эпӗ тӑрӑшнине кура вӗсем ҫитӗнӳсем туни, тӗрлӗ конкурссенче мала тухни, экаменсене ӑнӑҫлӑ тытни вара малалла ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме хавхалантарать, — уҫать шухӑшне учитель.

Ирина Ипатьевна вӗрентнӗ ачасем физика тата астрономи предмечӗсемпе ирттернӗ олимпиадӑсенче кашни ҫулах район тата республика шайӗсенче палӑрнӑ. Ҫавӑн пекех ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсенче, проектсен конкурсӗсенче, инҫет мелпе иртнӗ республика олимпиадисенче унӑн вӗренекенӗсем час-часах ҫӗнтерӳҫӗсем тата призерсем пулса тӑнӑ. Вӗсем хушшинче хӑйсен профессийӗсене физикӑпа ҫыхӑнтарнисем те чылайӑн. Халӗ те И.Евграфова ачасене тӗрлӗ конкурс-олимпиада валли ӑнӑҫлӑ хатӗрлет.

— Физика вӗрентнӗ чухне материала типпӗн ӑнлантарни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Кирлӗ информаци пуҫра юлтӑр тесе ӑна ачасемшӗн интереслӗ кӑтартса пама тӑрӑшатӑп. Эпир уроксенче тӗрлӗ опыт тӑватпӑр, лаборатори ӗҫӗсем ирттеретпӗр, компьютерпа анлӑн усӑ куратпӑр, проектсем хатӗрлетпӗр. Проектсемпе ӗҫленӗ май ачасем анлӑн шухӑшлама, тӗрлӗ тӗпчев мелӗпе усӑ курма, хӑйсем тӗпчесе пӗлнӗ информацие кирлӗ пек йӗркелесе пӗтӗмлетӳ-сем тума хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене малашнехи пурнӑҫра та питӗ кирлӗ тесе шутлатӑп, — каласа парать ӗҫӗн хӑйнеевӗрлӗхӗсем ҫинчен Ирина Ипатьевна. 

Педагог учительсен професси конкурсӗсенчен те айккинче юлмасть. Физика урокӗсен фестивалӗсенче, семинарсенче, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсенче хӑйӗн пӗлӗвне кӑтартать, методика вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарать, интереслӗ тӗпчев ӗҫӗсем ирттерсе мала тухать. Унӑн пухмачӗнче ҫитӗнӳсем тунине ҫирӗплетекен Хисеп грамотисем, Тав хучӗсем тата сертификатсем питӗ йышлӑ. Вӗсем хушшинче И.Евграфова Мускав патшалӑх университетӗнче Нобель экспериментне ҫӗнӗрен туса ирттернине ӗнентерекен хут та пур! Пур ҫӗре те ӗлкӗрет талантлӑ педагог. Ахальтен мар Ирина Ипатьевнӑна «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӳ ӗҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ те.

Паянхи кун хисеплӗ педагог онлайн-репетитор ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑрать.

— Онлайн мелпе ӗҫлени, паллах, хӑйнеевӗрлӗ. Тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем манран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Чылай чухне экзаменсене хатӗрленме е ача ӑнланмасӑр юлнӑ темӑна уҫӑмлатма репетитор кирлӗ. Хальччен пач палламан вӗренекен патне тӗрӗс ҫул тупма, предметпа интереслентерме пӗлес пулать. Ачапа занятисем ирттернӗ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ тав туса ҫырни вара эпӗ вӗрентнин усси пулнине ҫирӗплетет, — пӗлтерет И.Евграфова.

Ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ, яланах ҫӗнни патне ӑнтӑлакан, ачасене пахалӑхлӑ пӗлӳ паракан педагога малашне те ӗҫри ҫитӗнӳсемпе палӑрма, ҫӗнӗ ҫӳллӗшсене парӑнтарма, ҫамрӑк Ньютонсемпе Эйнштейнсене     ӳстерме сунатпӑр. Юратнӑ професси яланах савӑнӑҫ ҫеҫ илсе килтӗр.

Акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ педагога тав туса ачасен амӑшӗсем:

Динара Сергеевна: Ирина Ипатьевнӑна пысӑк тав сӑмахӗ калатӑп. Вӑл хӑйӗн предметне питӗ лайӑх пӗлет, унччен ӑнланайман самантсене ҫӑмӑл чӗлхепе каласа парса ӑнланма пулӑшать. Ҫак репетиторпа виҫӗ уйӑх вӗреннӗ хыҫҫӑн шкулти учитель те ҫитӗнӳсене курма пуҫларӗ.

Ольга Фетисова: Ирина Ипатьевна ман ывӑлпа нумай вӑхӑт ӗҫлемен, апла пулин те ача пӗлмесӗр юлнӑ материала ҫӑмӑллӑн ӑнлантарса пама пултарчӗ. Ывӑл физикӑпа интересленме, хӑйӗн пӗлӗвне шанма пуҫларӗ, халӗ шкулти учитель те ун ҫине урӑхларах пӑхма тытӑнни  сисӗнет. Ирина Ипатьевна пулӑшнӑ хыҫҫӑн халӗ ывӑл хӑех ӗлкӗрсе пырать, ҫапах та репетитора тав туса аса илет.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *