Суббота, 27 апреля

Ватлӑха хакламалла

«Ватӑ ҫынна хисепле, ху та ватӑлӑн»

(Ваттисен сӑмахӗ).

Кайнлӑк ялӗнче ӗҫпе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ ҫынсем йышлӑ. 90 ҫултан иртнӗ пулин те, Ш.Г.Шарафукова паянхи кун хӑй утса тухнӑ кун-ҫулӗнчи паллӑ тапхӑрсене хальхи пек куҫ умне кӑларса тӑратма пултарать.

Шамзиган Гайнутдиновна 1931 ҫулта Урмаел ялӗнче  ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑл вӑрҫӑ ачисен шутӗнче. Хаяр вӑрҫӑ пуҫлансан вӑйпитти арҫынсем ҫапӑҫу хирне тухса кайнӑ, тылри пӗтӗм йывӑрлӑх хӗрарӑмсем, ача-пӑча ҫине тиеннӗ. Ҫамрӑк пулин те, Урмаел хӗрӗ йывӑрлӑхсенчен хӑраса пуҫне усман — вӑй ҫитекен пӗтӗм ӗҫе хутшӑннӑ.

1954 ҫулта Шамзиган Кайнлӑк ял каччипе Миназетдин Шарафуковпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Пур енӗпе те пултаруллӑ каччӑ ытларах спортпа туслӑ пулнӑ. Районта ирттерекен Акатуйсенче, иккӗн тытса кӗрешнӗ чухне вӑл яланах малти вырӑнсене тухнӑ. Ун аллине хуткупӑс лексен, Кайнлӑк ялӗнче пурӑнакансем савӑнсах тутар юррисене шӑрантарнӑ, ташланӑ.

Малтанхи вӑхӑтра ҫамрӑк хӗрарӑм Йӑлмахва ялӗнчи кирпӗч заводӗнче ӗҫлесе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Ӗҫӗ ҫӑмӑлах пулман, вӑл вӑхӑтра пур ӗҫе те алӑ вӗҫҫӗн пурнӑҫланӑ. Ҫемье ҫулсерен пысӑкланса пынӑ, Шарафуковсен килне «ҫӗнӗ кайӑк» вӗҫсе килсех тӑнӑ. «Знамя» колхозра пуҫаруллӑ пахчаҫӑ В.Д.Давыдов пахча ҫимӗҫ бригади йӗркелесе ярсан, Шамзиган аппа хӑйӗн ачисемпе унта ӗҫлеме пикеннӗ. Ҫак бригадӑра чӑтӑмлӑ ҫынсем ҫеҫ ӗҫлеме вӑй-хал ҫитернӗ. «Знамя» колхозра тӑрӑшса  «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» палла, Хисеп хучӗсене тивӗҫнӗ пултаруллӑ ӗҫченсен хушшинче Шамзиган Гайнутдиновнӑн ячӗ те пулнӑ.

Шамзиган аппапа Миназетдин Гельметдинович сакӑр ача ҫуратса ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Ывӑл-хӗрӗсене вӗсем лайӑх воспитани панӑ: ҫынна хисеплеме, чӑн-чӑн этем пулма, сӑпайлӑ калаҫма, килӗштерсе пурӑнма вӗрентнӗ. Нумай ачаллӑ хӗрарӑма   I, II степеньлӗ амӑшлӑх медалӗсене, II степеньлӗ «Амӑш мухтавӗ» орден парса чысланӑ.

Ялти хисеплӗ те сумлӑ хӗрарӑм вӑл Шамзиган Гайнутдиновна. Ӗҫ ветеранӗ 12 мӑнукӗпе, 9 мӑнмӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине унӑн 2 мӑнмӑнукӗ хутшӑнать. Шарафуковсем вӗсем ырӑ-сывӑ таврӑнасса шанаҫҫӗ.

Ҫак кунсенче ырӑ кӑмӑллӑ, тараватлӑ, пурнӑҫра пайтах хура-шурне курнӑ кинемейӗн ҫуралнӑ кунӗ пулчӗ. Эпир ӑна  нумай ҫул ырлӑхпа-сывлӑхпа, ҫут тӗнчепе киленсе, тӑванӗсемпе савӑнса пурӑнма сунатпӑр.

Павел ЗАЙЦЕВ.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *