Суббота, 27 апреля

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту

Сентябрӗн 1-мӗшӗ ҫитиччен вӑхӑт нумаях та юлмарӗ. Ачасем кӗҫех партӑсем хушшине вырнаҫӗҫ. Округри вӗрентӳ учрежденийӗсем вӗсене кӗтсе илме хатӗр-и-ха? Августӑн 16-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗнчи тӗп калаҫу  ҫав ыйтусемпе пулчӗ.

Округӑн ларусем ирттермелли залӗнчи тӗлпулӑва муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Раськин уҫрӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Малтанах округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.А.Комиссарова ачасене пӗлӳ паракан учрежденисем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне мӗнле хатӗрленсе ҫитни пирки каласа пачӗ. Шкулсенче ку енӗпе чылай ӗҫ туса ирттернӗ. Оборудованипе, вӗрентӳ хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Август уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче округри вӗрентӳ учрежденийӗсем  ачасене йышӑнма хатӗррине тӗрӗслеме комисси туса хунӑ. Унӑн членӗсем садиксемпе шкулсене  тӗрлӗ енчен пӑхса хакланӑ. Хальхи вӑхӑтра шкул ҫулне ҫитменнисен 4, хушма пӗлӳ паракан 2 учреждение, 16 шкултан 12-шне 2023-2024 ҫулсенче ачасене пӗлӳ пама хатӗр тесе  йышӑннӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн картишне тирпей-илем кӗртес ӗҫсем ҫывӑх кунсенче вӗҫленмелле. Александровка пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче хутса ӑшӑтмалли оборудование юсаҫҫӗ. Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче Хырхӗрри тӗп шкулӗн ҫивиттин пӗр пайӗ сиенленнӗ, ӑна та туса пӗтермелле. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне комисси авариллӗ тесе палӑртнӑ. Унта пӗлӳ илнӗ ачасем Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренӗҫ.

Наталия Александровна хӑй сӑмахӗнче информаци кунӗн йӗркине кӗртнӗ тепӗр ыйту ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. «Пушкин картти» федераллӑ проект Раҫҫейре 2022 ҫултанпа ӗҫлет. Унпа усӑ курса нумай ҫамрӑк искусство тӗнчипе паллашма, илемлӗхе туйма, культурӑпа ҫывӑхланма пултарнӑ. Иртнӗ ҫул патшалӑх яш-кӗрӗме театрсемпе музейсене тата ытти культура учрежденийӗсене ҫитсе курма  «Пушкин картти» ҫине виҫӗ пин тенкӗ, кӑҫал пилӗк пин тенкӗ хурса панӑ. Чӑваш Республики ҫак федераллӑ проекта ӗҫе кӗртес енӗпе Раҫҫейре 4-мӗш, Атӑлҫи федераллӑ округӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑнать. Шел пулин те, Комсомольски округӗнче ку енӗпе  мухтанмалли кӑтартусемех ҫук. «Пушкин карттипе» кӑҫал 9 миллион ытла тенкӗлӗх  усӑ курмалла пулнӑ пулсан, халиччен 3 миллион тенкӗлӗх ҫеҫ тӳлевлӗ культура мероприятийӗсене ҫитсе курнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тата 4 уйӑх ытла пур-ха. Информаци кунне пуҫтарӑннисем юлнӑ укҫа-тен-                                                            кӗпе туллинрех усӑ курма тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ.

Паянхи кун кашниех Интернет пулӑшӑвӗпе усӑ курма тӑрӑшать. Ҫавӑнпа та округри ҫыхӑну шайӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк. Ку енӗпе лару-тӑру мӗнле пулни ҫинчен округӑн информаципе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен секторӗн специалист-эксперчӗ  С.С.Киреев каласа пачӗ. Шел пулин те, ҫыхӑну пахалӑхӗ япӑхрах территори уйрӑмӗсем те пур-ха. Урмаел ялӗн ҫыннисем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта, сывлӑхшӑн сиенлӗ пулни ҫине ярса, спутникрен илекен ҫыхӑну вышкине ларттарассине хирӗҫ иккен. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла; Пӗтӗм тӗнче Интернет уҫлӑхӗнче те, пӗр Урмаелсемшӗн  ҫеҫ вӑл хӑрушлӑх кӑларса тӑратать-шим; Апла пулсан вӗсен кӗсье телефонӗпе те усӑ курма пӑрахмалла.

Малалла информаци кунне хутшӑнакансем ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В. Петров ертсе пынипе Александровка территори уйрӑмӗнчи ялсенче пурӑнакансемпе тӗл пулчӗҫ. Тӗлпулӑва Александровка территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.А.Полякова уҫрӗ. Кунта калаҫу кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе анчах мар, тата ытти темӑсемпе те пулчӗ. Александровка территори уйрӑмне кӗрекен 3 ял витӗр Раҫҫей пӗлтерӗшлӗ ҫул иртсе каять. Вӑл Тутарстан Республикипе ҫыхӑнтарнӑ май, автомашина юхӑмӗ пысӑк. Транспорт хатӗрӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫакӑ кунта пурӑнакансемшӗн, уйрӑмах ачасемшӗн, хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫул хӗррипе тротуар тӑвас, ҫутӑпа тивӗҫтерес тата ытти ыйтусем пирки сӑмах пулчӗ. Тротуар тенӗрен, кунта урамсем ансӑр. Ӑна тӑ-вас пулсан ҫынсен ҫурчӗсем ҫумӗнченех хума тивет. Кунсӑр пуҫне ҫул айккипе коммуникаци линийӗсем те иртсе каяҫҫӗ. Халӑха Кӗтне шывӗ вараланни те пӑшӑрхантарать. Пуҫтарӑннисен ыйтӑвӗсем ҫине В.Петров та, Н.Раськин та, Л.Полякова та хуравсем парсах пычӗҫ.

Раҫҫей  Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин ӗҫченӗ И.И.Самарина аслӑ ӳсӗмрисен «Серебряный возраст» хутшӑну центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗ, пенсипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравларӗ. «Газпром газораспределение Чебоксары» АОн Канашри филиалӗн Комсомольскинчи газ участокӗн ертӳҫи В.А.Чернов округра газ кӗртсе пӗтерессипе ӗҫсем мӗнле пынипе паллаштарчӗ. Ку территори уйрӑмне кӗрекен Ахмет ялне хальлӗхе «кӑвак ҫулӑм» ҫитмен. Ҫитес ҫул кунта пурӑнакансем ҫутҫанталӑк газӗпе усӑ курма пултарӗҫ. Ҫак шухӑшсене палӑртрӗ Валерий Александрович. Ҫавӑн пекех вӑл газпа усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнине пула тата оборудование кирлӗ шайра тытманнипе инкек пулнӑ тӗслӗх-сем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, асӑрхануллӑрах пулма сӗнчӗ.

Информкуна хутшӑнакансем Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн картишне тирпей-илем кӗртес ӗҫсем мӗнле пынине те ҫитсе курчӗҫ. Кунти строительство ӗҫӗсем ҫывӑх вӑхӑтрах вӗҫленмелле.

Пӗрлехи информаци кунне округ депутачӗсем те, власть органӗсенче ӗҫлекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Ҫак кун граждансене те харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *