Суббота, 27 апреля

Хирсем тырпултан пушанаҫҫӗ

Хирсем тырпултан пушанаҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тырпултан пушаннӑ лаптӑксем хутшӑнсах пыраҫҫӗ. Вырма ӗҫӗсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ.

Августӑн 17-мӗшӗ тӗлне 9792 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем   вырнӑ, ҫапса тӗшӗленӗ. Вӑл  шутран 1788 гектар кӗрхи тулӑ, 393 гектар ыраш, 1980 гектар ҫурхи тулӑ, 4162 гектар урпа, 1191 гектар сӗлӗ,  60 гектар вика, 2218 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ. «Искра» колхозра, «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче, «Слава картофелю» агрофирма, Атласкинӑн фермер хуҫалӑхӗнче вырма ӗҫӗсене вӗҫленӗ. «Труд», «Победа» ял хуҫалӑх кооперативӗсенче те пуҫтарса илмелли нумаях юлман.

Йӗтемсем ҫине 28165,9 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӗсене ҫийӗнчех тасатса пӳлмесене хывса пыраҫҫӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 28,8 центнерпа танлашать. «Асановӑра» (44,9 центнер),  «Слава картофелю» агрофирмӑра (43,3 центнер), «Рассвет» ЯХПКра (40 центнер) ку кӑтарту тата  та пысӑкрах. Уйрӑм тырӑсенчен урпа тухӑҫӗ (кашни гектар пуҫне 30,5 центнер) савӑнтарать.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӗр тыррисем акма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ. Ку ӗҫе 1152 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ. «Урожай», «Искра» колхозсенче, «Восток», «Победа», «Рассвет» ЯХПКсенче, «Родина» ОООра, Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗнче пурӗ 1014 гектар ҫӗртме тунӑ.

Хуҫалӑхсенче выльӑх апачӗ хатӗрлесси те малалла пырать. Хальлӗхе ял хуҫалӑх предприятийӗсем 5764 тонна утӑ, 17631 тонна сенаж янтӑланӑ. «Восток», «Асаново» (550 тонна), «Дружба» (408 тонна) ЯХПКсенче утӑ  ыттисенчен ытларах. Сенаж «Слава» (3020 тонна), «Асаново» (2200 тонна) ЯХПКсенче, «Урожай» колхозра (2100 тонна) нумайрах.

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче уй-хир ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *