Суббота, 27 апреля

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет…

Пурнӑҫ е ӑраскал темелле-ши ӑна — пӗр кӗтмен-шутламан ҫӗртен ура хурать. Этем шӑпи тепӗр чухне пӗр тикӗс чупнӑ ҫӗртенех такӑнма, пач урӑх йӗрпе кайма пултарать. Темрен килет ҫакӑ — те хамӑртанах, те ҫӳлти вӑйсенчен, кӑна татса калама хӗн. Хӑйсемпе инкек килсе тухсассӑн е чир-чӗр пырса ҫаклансан хӑшпӗрисем тӳрех парӑнаҫҫӗ, чунпа вӑйлӑ ҫынсем вара пуҫне усмасӑр, ниме пӑхмасӑр, шӑлне ҫыртса малалла талпӑнаҫҫӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче шӑпам хӑйсене алла илме пултарса йывӑрлӑхсене кун хыҫҫӑн кун ҫӗнтерсе пыракан чылай ҫынна тӗл пулма пӳрчӗ. Ҫакнашкаллисен шутне манӑн нумаях пулмасть паллашнӑ Николай Таркина та кӗртессӗм килет. Паянхи кӑларӑмри сӑмахӑм шӑпах ун ҫинчен пулӗ.

Николай Таркин Асанкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑтам шкул пӗтерсен каччӑ тракторист пулма шут тытнӑ. Пӗр юрӑра «ҫамрӑксемшӗн пирӗн пӗтӗм ҫӗрте ҫул уҫӑ» тенешкел, СССР арканиччен яш-кӗрӗм кирек хӑш союзлӑ республикӑна вӗренме е ӗҫлеме кайма пултарнӑ. Тӗнче курас килнӗ-ши е урӑх сӑлтавпа, Коля та пӗрле ӳснӗ тусӗпе Миша Михайловпа (шел пулин те, вӑл пирӗн хушӑмӑрта ҫук ӗнтӗ) Казахстана ҫул тытнӑ. Анчах ҫитсе училище общежитине вырнаҫсан вӗсен унта юлас кӑмӑлӗ ҫухалнӑ, мӗншӗн тесен пурӑнмалли условисем тивӗҫтермен. Ҫӑмӑл ача ҫӑм тапать тенешкел, туссем нумай шутласа тӑман, Челябинска тухса вӗҫтернӗ, ара, вӑл хулара Кольӑн аппӑшӗ пурӑннӑ-ҫке. Асанкасси йӗкӗчӗсем Урал тӑрӑхӗнче тимӗр-бетон конструкцийӗсемпе ӗҫлекен слесарь-монтажнике вӗренсе тухнӑ, практикӑна та ҫавӑнтах ирттернӗ.

Ҫав хушӑра сисмесӗрех ҫар ретне тӑмалли вӑхӑт та ҫитнӗ. Николай Таркин Мускав облаҫӗнчи Загорск хулинче хими ҫарӗсенче 1969—1971 ҫулсенче службӑра тӑнӑ. Ӑна унта дежурнӑй писарь, курьер пулма шаннӑ. Икӗ ҫултан тӑван  кӗтесех таврӑннӑ. Салтакран килсен Николай Михайлович ялтах юлма шут тытнӑ. Алли-ури ӑста ҫын ҫапла ӗнтӗ — кирек мӗнле ӗҫ меслетне те тупать. Вӑл нумай ҫул, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех, Ульянов ячӗллӗ колхозра, каярахпа «Асаново» кооперативра слесарьте, токарьте, платникре, хуралҫӑра ӗҫленӗ.

Ял ҫыннисен асаилӗвӗсем тӑрӑх, Николай тӗреклӗ пӳ-силлӗ те маттур пулнӑ, ташлама юратнӑ.  ,ҫчен каччӑ мӑшӑр пулма хӑйӗн пекех сатур пике тупнӑ. Мария Ивановна Емельянова (хӗр чухнехи хушамачӗ) Асанкасси хӗрех пулнӑ. Маттур хӗрарӑм тӑван хуҫалӑх ферминче дояркӑра 25 ҫул вӑй хунӑ. Таркинсем питӗ килӗштерсе пурӑннӑ, пилӗк ачана — икӗ   хӗрпе виҫӗ ывӑла — ҫут тӗнче парнеленӗ, пӗчӗкренех ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ.

«Арҫын алли аллӑ тӗрлӗ ӗҫ пӗлтӗр, хӗрарӑм алли хӗрӗх ӗҫ пӗлтӗр», — текен ваттисен сӑмахӗ пур. Вӑл Таркинсем пирки каланӑнах туйӑнать. Хуҫалӑх ӗҫне ҫӳренисӗр пуҫне ӳркевсӗр мӑшӑр килте те выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усранӑ, пахчинче тем тӗрлӗ ҫимӗҫ ӳстернӗ. Ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра вара Коля тетепе Марье аппа аллине йӗппе ҫип, шурӑ пӳспе канва тытса тӗрӗ тӗрлеме ларнӑ, е пӗрле алса-чӑлха ҫыхнӑ. «Хӗр туприне пире, йӑмӑкпа иксӗмӗре, аттепе анне тӗрлесе панӑ. Вӗсен аллипе тирпейлӗ тӗрленӗ минтер пичӗсемпе, чӳрече каррисемпе, вырӑн ҫиттисемпе, алшӑллисемпе качча кайнӑ эпир», — тет аслӑ хӗрӗ Надя. Шел пулин те, пилӗк ача амӑшӗн ӗмӗрӗ кӗскерех пулнӑ, Мария Ивановна чире пула 57-рех ҫӗре кӗнӗ. Паянхи кун 72 ҫулхи Николай Михайлович Надя хӗрӗпе Эдик кӗрӗвӗн ҫемйинче пурӑнать. Ашшӗне, хуньӑшне, кукашшӗне хисеплеҫҫӗ, юратаҫҫӗ ку килте.

Сакӑр ҫул каялла юн тымарӗ кӗвӗлчӗкпе питӗрӗнсе ларнине (тромб) пула Коля тетен сылтӑм урине пӗҫ тӗпӗ таран таттарма тивнӗ. «Ыратни ҫине малтан вӑхӑтра пӑхмарӑм, хӑйпе хӑех иртсе каясса кӗтрӗм пуль, кайран хуралса, шыҫӑнса кайрӗ. Тухтӑрсем сипленме кая юлнине пӗлтерчӗҫ, ҫапла хӑрах урасӑр юлтӑм, иккӗмӗш ушкӑн инваличӗ пулса тӑтӑм. Тавах, ачасем мана операци хыҫҫӑн лайӑх пӑхрӗҫ, черетпе улшӑнса тӑчӗҫ. Халӗ те тимлӗхсӗр хӑвармаҫҫӗ», — тет арҫын ассӑн сывласа. Николай Михайловича протез та туса панӑ, анчах вӑл унпа усӑ курмасть, ӑна тӑхӑнасси-хывасси кансӗрри пирки калать. 

Кил хуҫисем, Карповсем, иккӗшӗ те «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗнче вӑй хураҫҫӗ. Надежда — сӗт-ҫу ферминче лаборанткӑра, Эдуард вара — инженер. Хӗрӗ  Вика Комсомольскине ӗҫе ҫӳрет, Лева ывӑлӗ те ҫемйипе килсех тӑрать. Ирхине килтисем кам ӑҫта ӗҫе саланса пӗтсен Коля тете пӗчченех юлать. Апла пулин те кичемленме вӑхӑт ҫук унӑн. Маларах, хӗрӗпе кӗрӳшне пулӑш пултӑр тесе, мунча хутма, апат пӗҫерме, пахчара чӗкӗнтӗр-кишӗр кӑларма, выльӑх валли пӗчӗк арманпа тырӑ авӑртма, кил-тӗрӗшри вӑй ҫитекен ытти ӗҫсене те тума тӑрӑшнӑ Николай Михайлович. Халь, юн йӗркеллӗ  ҫӳрейменнипе сулахай ури те   ыратма пуҫланипе, урама ҫын пулӑшӑвӗсӗр тухаймасть, пӳртре кӳмепе ҫӳрет. Мунчана кӗрӳшӗ йӑтса кайса ҫӑвӑнтарать. Ҫапах шӑпине ӳпкелемест вӑл, хӑйне хевтесӗр тесе шутламасть, ҫавӑнпа пуҫне те усмасть, вӑхӑта усӑллӑ ӗҫ туса ирттерме тӑрӑшать.

Николай Таркин тӗрлеме ӑста пулнине ҫӳлерех асӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫак туртӑм унра халь те иксӗлмен. Карповсен килне пырса кӗрсенех илемлӗ тӗрӗсем куҫ тӗлне пулаҫҫӗ. Малтан шур пӳс ҫине канвапа тӗрленӗ пулсан, халь Коля тете алмазлӑ мозаика меслечӗ ҫине куҫнӑ. Рамкӑсене вырнаҫтарнӑ тӗрӗллӗ ӳкерчӗксем ҫурта ҫутатса, илемлетсе яраҫҫӗ. Нумайӑшне тӑванӗсене, хӑти-тӑхлачисене парнеленӗ. Пулас тӗрӗсен ҫаптӑрккисене кукашшӗне валли Вика мӑнукӗ малтанхи вӑхӑтра компьютертан кӑларса панӑ, халь ӗнтӗ кирек хӑш интернет-магазинра, хамӑр патри лавккасенче те туянма пулать.

Пурнӑҫа юратсан, ҫумри ҫынсен тӗревне туйсан этемӗн чунӗнче хавхалану ҫуралать. Николай   Михайловича малалла та ҫемье ӑшшипе киленсе, ачисемпе мӑнукӗсен, тӑванӗсен хисепне курса пурӑнма ырлӑх-сывлӑх сунас килет. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *