Воскресенье, 14 июля

Контрактниксем СВО-на хутшӑнни стажра икке хутлбанӗ

Контрактниксем СВО-на хутшӑнни стажра икке хутлбанӗ

Кун пирки Чӑваш Енри регион управленийӗн центрӗн тӳрӗ эфирӗнче Чӑваш Енӗн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Алексей Григорьев каласа кӑтартнӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑниччен Инҫет Ҫурҫӗрте ӗҫленӗ е сиенлӗ производствӑсенче вӑй хунӑ ҫынсемшӗн те ҫавӑн пек шутлавпа усӑ курӗҫ. Вӗсен пенсие срокчен илме ирӑк паракан ятарлӑ стажӗ татӑлмӗ.

Алексей Валерьевич ҫавӑн пекех контрактниксен, договор вӑхӑчӗ тухнипе малтан ӗҫрен кайнӑ пулин те,  унччен йышӑннӑ е вакантлӑ урӑх должноҫа вырнаҫма ытларах ирӗк пуррине палӑртнӑ. Министр ҫумӗ ҫар служащийӗсене пулӑшас ӗҫри  ытти мерӑсем ҫинчен те аса илтернӗ. «Пӗр хутчен тӳлекен 50 пин тенке социаллӑ казначейство формачӗпе пӗр документ, заявлени памасӑрх тӳлӗҫ. Тепӗр чухне реквизитсене тӗрӗс мар кӑтартни пулкалать, кашни тӗслӗхпе уйрӑммӑн ӗҫлетпӗр», — тесе пӗлтернӗ.

Раҫҫей соцфончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн клиент службисен ӗҫне йӗркелекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Оксана Тутова ҫар хӗсметне мобилизацилизаци йӗркипе кайнӑ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан арҫынсен прависене призывпа кайнисеннипе танлаштарнине аса илтернӗ. Ҫавна май вӗсен йывӑр ҫын арӑмӗсене пӗр хутчен паракан пособипе  тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫуратнӑ хыҫҫӑн вара мобилизациленӗ ҫын арӑмне уйӑхсерен ача пособийӗ параҫҫӗ. Ҫак пособие пепки виҫӗ ҫул тултариччен тӳлеҫҫӗ, анчах унӑн ашшӗ ҫар службине вӗҫленӗ кунран ытла мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *