Воскресенье, 28 апреля

«Вӗренме кайма пулӑш» акци пуҫланнӑ

«Вӗренме кайма пулӑш» акци пуҫланнӑ

Ҫӗнӗ 2023—2024 вӗренӳ ҫулӗ умӗн, августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 15-мӗшӗччен, Чӑваш Республикин Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин  «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗнче «Вӗренме кайма пулӑш» акци иртет.

Асӑннӑ акци шайӗнче центр специалисчӗсем профилактика субъекчӗсемпе пӗрле учетра тӑракан ҫул ҫитменнисем, шкул ҫулне ҫитмен ачасем пур ӑнӑҫсӑр, йывӑр лару-тӑрури ҫемьесене тӗрӗслес тӗлӗшпе ведомствӑсем хушшинчи рейдсем ирттерӗҫ, вӗсем вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ тӗлне епле хатӗрленнипе кӑсӑкланӗҫ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Ӗҫлев министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗ ҫумӗнчи ҫамрӑк волонтерсен юхӑмӗ пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене шкула  хатӗрленме пулӑшас тӗллевпе «Тетрадка для ребенка» ыр кӑмӑллӑх пуххи йӗркелет. Ку акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать.

Тетрадьсене, ытти вӗренӳ хатӗрӗсене ҫак адреспа илсе килме пулать: Комсомольски ялӗ, Завод урамӗ, 57-мӗш ҫурт, 12-мӗш кабинет (администраци ҫурчӗ), Чӑваш Ен Ӗҫлев министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» учрежденин ҫемьесене, ачасене пулӑшакан уйрӑмӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8(83539) 5-10-02.

Пухӑннӑ вӗренӳ хатӗрӗсене учреждени специалисчӗсем профилактика рейчӗсем пынӑ вӑхӑтра палӑртнӑ йывӑр лару-тӑрури ҫемьесене валеҫсе парӗҫ.

Ачасене пӗрле пулӑшар!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *