Понедельник, 22 апреля

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр

Округ аталантӑр тесен строительство ӗҫӗсем туса ҫӗнӗ объектсем ҫӗклемелле, мӗн пуррине юсаса тӑмалла. Ҫак чӑнлӑха ӑнланса тӑрӑшаҫҫӗ строительсем.

Ялсен инфраструктурине аталантарас, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас, юсас, халӑха ҫутҫанталӑк газӗпе, электроэнергипе, шывпа тивӗҫтерес, ҫул-йӗре пӑхса тӑрас тӗлӗшпе ҫӗршывра ятарлӑ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсемпе килӗшӳллӗн пирӗн округра та чылай ӗҫ туса ирттернӗ. Кӑҫал Комсомольскинче  «Кӗтне» ФСК ҫумӗнчи стадиона тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн футбол уйне  хута янӑ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи спортзала юсанӑ. Тутар Шурутӗнче тата Ҫӗнӗ Сӗнтӗрте фельдшерпа акушер пункчӗсем тума пуҫланӑ.

Ҫыншӑн чи кирли  — пурӑнмалли ҫурт-йӗрт пурри. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта округри 6 ҫамрӑк ҫемьене 3,41 миллион тенкӗлӗх свидетельствӑсем патӑмӑр. Яллӑ вырӑнта ӗҫлесе пурӑнакан пӗр ҫын ҫурт-йӗр тума патшалӑх пулӑшӑвне илчӗ. Тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесене те  сертификатсем панӑ.

Кӑҫал нумай хутлӑ ҫуртсенче юсав ӗҫӗсем ирттерме  4823,8 млн тенкӗ, Комсомольскинчи Канаш  урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра электроэнерги системине юсама  1,6 млн тенкӗ, К.Антонов ячӗллӗ микрорайонти 14-мӗш ҫурт тӑррине витме 2,5 млн тенкӗ, К.Антонов микрорайонӗнчи 2-мӗш ҫуртра шыв системине юсама 680 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Ку енӗпе ӗҫсем пыраҫҫӗ.

Ялсен инфраструктурине аталантарас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ку енӗпе ял территори уйрӑмӗсем пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал   51,8 миллион тенкӗлӗх 53 проект ӗҫе кӗртме палӑртнӑ. Паянхи куна  30 проекта пурнӑҫланӑ та.

Хамӑр пурӑнакан вырӑн тирпейлӗ те илемлӗ пулни чун-чӗресене савӑнтарать. Кӑҫал ҫак тӗлӗшпе 2 проекта пурнӑҫлас ӗҫсем пыраҫҫӗ. Элпуҫ тата Комсомольски ялӗсенче ҫӗнӗ парксем хута ярас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. 2023 ҫулта Урмаел ялӗнчи Пионер тата Северная урамсенчи ҫуртсене электричествӑпа тата ҫутҫанталӑк газӗ-пе тивӗҫтерес тӗлӗшпе 6,5 млн тенкӗлӗх тума палӑртнӑ ӗҫсене вӗҫленӗ.

«Городская среда» патшалӑх программмпе Комсомольски ялӗн центрти пайне тирпей- илем кӗртес ӗҫсене вӗҫленӗ. Ялсенчи урамсене хӑтлӑх кӗртес енӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ.

Кӑҫал Чӗчкен ялне шыв кӗртес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Урамсене пӑрӑхсем хунӑ, шыв башнисем вырнаҫтарнӑ. Кунта 40,8 млн тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ. Комсомольски ялӗнче шыв сечӗсене реконструкци туса шыв тасатмалли 8 станци вырнаҫтарнӑ.

Ҫул-йӗре пӑхса тӑрас тӗлӗшпе те чылай ӗҫ тунӑ. Кӑҫал округри ҫулсене пӑхса тӑма 12,066 млн тенкӗ, ял территори уйрӑмӗсенчи ҫулсене валли 2,909 млн тенкӗ укҫа   уйӑрнӑ. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта округра 2,34 километр, ял территори уйрӑмӗсенче 3,674 километр ҫулсене юсанӑ.

Йывӑрпа пулин те, округра уйрӑм ҫынсем те ҫӗнӗ-ҫурт йӗр ҫӗклеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗнӗ урамсене ҫутҫанталӑк газӗ, электроэнерги, шыв илсе пырасси, ҫул сарасси пырать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче хӑйсен вӑ- йӗпе юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, ҫӗнӗ хуралтӑсем ҫӗклеҫҫӗ.

Ялта пурӑнакан кашни ҫынах хӑйне строитель теме пултарать, мӗншӗн тесен кашниех хӑй ӗмӗрӗнче пӗр-пӗр япала тунӑ, юсанӑ ҫӗре хутшӑннӑ. ҫавӑнпа та Строитель кунӗ пурин уявӗ те. Пурне те, уйрӑмах строительсене, ҫак отраслӗн ветеранӗсене уяв ячӗпе саламлатӑп, кулленхи пурнӑҫра ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал, ҫемьере телей сунатӑп. Округра ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, пирӗн тӑрӑх илемленсе пытӑр.

Владимир Акчурин,

округӑн капиталлӑ строительство, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *