Воскресенье, 28 апреля

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли

Ҫынсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыччӑр, спортпа туслашчӑр тесе пирӗн округра чылай тӑрӑшаҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Унта ӗҫлекенсем шкулсенчи физкультура учителӗсемпе пӗрле ялти массӑллӑ спорта аталантарассишӗн ҫине тӑрса вӑй хураҫҫӗ.

Округра пирӗн тӑрӑхра анлӑ сарӑлнӑ тата вӑй илсе пыракан спорт тӗсӗсемпе тӑтӑшӑх ӑмӑртусем йӗркелетпӗр. Вӗсем хушшинче йӑлана кӗни те чылай. Йӗлтӗр спорчӗпе иртекен «Лыжня России», «Каҫал ен» хаҫат парнисемшӗн, В.Воронков, В.Чернова ячӗллӗ  тупӑшусем сывӑ пурнӑҫ йӗркипе туслӑ ҫӗршер ҫынна пуҫтараҫҫӗ. Совет Союзӗн Геройне Ф.Чернова, спорт ветеранне П.Матросова, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Г.Павлова асӑнса йӗркелекен турнирсене округра пурӑнакан спорт тусӗсемпе пӗрлех республикӑри тата унӑн тулашӗнчи хӑнасем те йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Округра халиччен аталансах кайман спорт енӗсемпе те ӑмӑртусем йӗркелетпӗр. Масс-рестлинг енӗпе Акатуйра, Сабантуйра вӑй виҫрӗҫ. Велоспортӑн маунтинбайк тӗсӗпе Комсомольскинче РФ тава тивӗҫлӗ тренерӗн В.Красновӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн иртнӗ турнир та нумай спортсмена пуҫтарчӗ.

Пирӗн округри спортсменсем республика шайӗнчи ӑмӑртусене те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Спорта юратакан 11 ҫамрӑк (вӗсенчен 4-шӗ хӗрача) ирӗклӗ майпа кӗрешессипе республикӑн пӗрлештернӗ командине кӗме тивӗҫ пулнӑ. Евгений Давыдов ҫак енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫларӗ. Никита Сиводед классикӑлла кӗрешсе республикӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. Алӑ вӑйне виҫесси (армреслинг) та округра аталансах пырать. Кӑҫал ку енӗпе Егор Ятманов, Эльвина Мухаметшина, Расиль Нуруллов, Андрей Бугровский, Виктория Федорова, Рамис Самкин, Рияз Хамбиков, Расил Сахров пӗрремӗш разряд нормативне пурнӑҫларӗҫ. Нежеметдин Сахров тренер вӗренекенӗсем Кирил Кузьмин, Аяз Тухватуллин, Арсений Архипов, Анастасия Лепешкина та акватлон енӗпе пӗрремӗш разрядлӑ спортсменсем пулса тӑчӗҫ.

Округри йӗлтӗрҫӗсем те тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче лайӑх енӗпе палӑраҫҫӗ. Вячеслав Лаврушкин, Зуфар Тимаев, Владимир Калашников аслӑрах йӗлтӗрҫӗсем хушшинчи республика тулашӗнчи ӑмӑртусенче те пӗрре мар палӑрчӗҫ. Вӗсем округра ҫак спорт тӗсне аталантарассишӗн чылай тӑрӑшаҫҫӗ. Венера Арсентьевӑпа Галина Волкова та округӑн спорт пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртма кӑмӑллӑ.

Спортра ҫитӗнӳсем пулччӑр тесен тӑтӑшах хӑнӑхусем туни кирлӗ. Ку енӗпе Г.Н.Петухов, Е.А.Тихонов, Н.С.Сахров, Е.В.   Остапенко тата ытти тренерсем ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыраҫҫӗ. Шкул ҫулӗсенчех ачасем спортпа ҫывӑх пулччӑр тесе В.И.Плешков, В.Ф.Волков, А.Ф.Мамуткин, Т.И.Волкова, А.А.Тихонов, И.А.Ильина, О.А.Кошкина, Р.В. Сапожникова, И.Р.Минсафинов, В.М.Гаврилов, Е.Г.Басников  тата ытти физкультура учителӗсем нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен хастар ӗҫне воспитанникӗсем тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче   лайӑх кӑтартусем туса туллин ҫирӗплетеҫҫӗ.

Ҫамрӑксене хӑйсен тӗслӗхӗпе хавхалантарса пыракансем те округра сахал мар. Василий Пундяков, Николай Ятманов, Вячеслав Скворцов, Алексей Самаркин, Федор Ефимов пирки спортӑн чӑн-чӑн ту- сӗсем тесе калас килет. Вӗсем округра иртекен пур тупӑшӑва та хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Ветерансем хушшинче республикӑра ирттерекен спартакиадӑра та лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ.

Кӑҫал «Спорт — пурнӑҫ норми» программӑпа тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ Комсомольскинчи футбол уйне тата чупу площадкине хута ятӑмӑр. Пирӗн физкультурӑпа спорт комплексӗ ҫумӗнче тӑракан Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнчи спортзала тӗпрен юсассине вӗҫленӗ. «Кӗтне» ФСК территорийӗнчех пӗчӗк ачасене вылямалли, сывлӑхне ҫирӗплетмелли площадка ӗҫлеме пуҫларӗ. Ӗҫ хыҫҫӑн кунта ашшӗ-амӑшӗ ачасемпе тулли кӑмӑлтан канма, тӗрлӗ вӑйӑсем выляма пултарать. Округри 8 шкул ҫумӗнчи спортзалта секцисем ӗҫлеҫҫӗ.

Шкулсенче вӗренекенсем ҫеҫ мар, округри ӗҫ коллективӗсем те ГТО спорт нормативӗсене пурнӑҫлас енӗпе йӗркелекен мероприятисене хастар хутшӑнаҫҫӗ. 1400 ҫын тӗрӗслевсем витӗр лайӑх кӑтартусемпе тухрӗ. Ку кӑтартупа эпир республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑнта пыратпӑр. Апла пулсан пирӗн округра пурӑнакансем чӑннипех те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыраҫҫӗ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен республикӑри спартакиадинче те пирӗн ентешсем япӑх мар кӑтартусем тӑваҫҫӗ.

Спорт тата физкультура енчен пирӗн камран тӗслӗх илмеллисем пур. Вӗсем — Олимп чемпионӗ Владимир Воронков, СССР чемпионки Вера Чернова тата ҫӗршыв шайӗнчи чемпионатсен вуншар призерӗ.   Ҫитӗнекен ӑру куллен хӑнӑхусем туса ӑста спортсменсемпе танлашма ӑнтӑласса шанатпӑр.

Хисеплӗ спорт ветеранӗсем, физкультурӑпа спорта округра аталантарас енӗпе ырми-канми вӑй хуракансем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем! Сире пурне те Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлатӑп. Пурнӑҫра, спортра ҫитӗнӳсем сунатӑп. Сывлӑхлӑ, вӑй-халлӑ пулӑр, ӑнӑҫу яланах сирӗнпе юнашар ҫӳретӗр.

Пурне те Физкультурник кунӗнче стадионта кӗтетпӗр, ӑмӑртусене хутшӑнма чӗнетпӗр.

Валерий Денисов,

«Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *