Суббота, 27 апреля

Ҫырмасене каяшпа варалар мар

Ҫырмасене каяшпа варалар мар

Кӗтне юханшывӗнче пулӑсем вилни чылай калаҫтарчӗ. Ун сӑлтавне тӗпчесе пӗлес тӗллевпе тӗрлӗ ведомство ӗҫченӗсенчен йӗркеленӗ комисси те ӗҫленӗ, шыва анализ тунӑ. Малтанлӑха пулӑсем округри тирпейлекен предприятисенчен юхса тухакан таса мар шывсене пула вилнӗ тесе шутлакансем те пулнӑ.

Кӗтнери шыва анализ туса тишкерсен унта тирпейлекен предприятисенчи каяш шывсенче тупса палӑртман химилле хутӑшсем те пулни курӑннӑ. Апла пулсан сӑлтавӗ пӗр вӗсенчен юхса тухакан тасамарлӑхра  ҫеҫ мар. Халӑх та хальхи вӑхӑтра йӑлара усӑ курма тӗрлӗ хими препарачӗсем туянать. Вӗсен пушӑ савӑчӗсене, кашни ялтах ҫӳп-ҫап пуҫтармалли контейнерсем пулсан та, унта-кунта пӑрахакансем те пур. Халӑх вӑрмана, ҫырма-ҫатрана ҫӳп-ҫап кайса тӑкма халӗ те чарӑнмасть. Йӑлара усӑ курнӑ каяшсем хушшинче химилле препаратсен савӑчӗсем те пулма пултараҫҫӗ. Вӗсенче юлнӑ наркӑмӑшлӑ им-ҫам ҫурхи шывпа, ҫумӑрпа юханшывсене лекет.

Округ администрацийӗ, прокуратура ҫутҫанталӑка вараласа юханшывсемпе ҫырма-ҫатра ҫывӑхне, вӑрмана, улӑх-ҫарана кил-ҫуртра усӑ курнӑ каяшсене пӑрахма юраманни ҫинчен тепӗр хут асӑрхаттарать.  Ҫутҫанталӑка вараланӑшӑн саккунпа ҫирӗп явап тыттараҫҫӗ.

Хамӑр пурӑнакан, ӗҫлекен, канакан вырӑнсене тирпейлӗ тытасчӗ.

Ремис Шарафутдинов,

округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *