Суббота, 2 декабря

Ватӑсемпе тӗл пулса калаҫнӑ

Ватӑсемпе тӗл пулса калаҫнӑ

Иртнӗ юнкун Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин ӗҫченӗ Ирина Самарина  Чӑваш Ен Ĕҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн  социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗн  Шурутри ватӑсемпе инвалидсен стационарӗнче пурӑнакансемпе тӗл пулнӑ. Вӗсене пенсипе тата социаллӑ пулӑшу парас енӗпе йышӑннӑ саккунсенчи улшӑнусем, электронлӑ пулӑшусем ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Çавӑн пекех вӑл ватӑсене интереслентерекен ыйтусем ҫине хуравланӑ.

Аслӑ ӳсӗмрисен «Серебрянный возраст» хутшӑну центрӗн хастарӗсем Тукайри Валентина Курицына тата Шурутри Галина Симакова та ватӑсем  патне ырӑ туйӑмсемпе ҫитнӗ. Вӗсем кӑмӑлтан шӑрантарнӑ юрӑсене стационарта пурӑнакансем  хапӑлласа йышӑннӑ.

Шурутри ветерансен тата инвалидсен уйрӑмӗнчи ватӑсен ячӗпе Р.М.Чекаев тата М.А.Калмыкова хӑнасене хисеп туса килнӗшӗн, чылай ыйту ҫине уҫӑмлӑх тупма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.

(ХАМĂР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *