Ҫитес юнкун, июлӗн 19-мӗшӗнче, пирӗн муниципаллӑ округра, пӗтӗм Чӑваш Енри пекех, Пӗрлехи информаци кунӗ иртет. Халӑхпа тӗл пулма республикӑри тӗрлӗ шайри влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем килеҫҫӗ.
Информаци кунӗн темисем: хула тата муниципалитет округӗ- сенче нумай хваттерлӗ ҫуртсен территорийӗсене хӑтлӑх кӗртесси; муниципалитетсем хушшинчи тӑтӑш ҫӳрекен маршруткӑсене йӗркелесси; хытӑ каяшсемпе усӑ курнӑ чухне экологи хушӑвӗсене ҫирӗп пӑхӑнассин тата юханшывсене сиенлӗ япаласем юхтарса кӑларнин ыйтӑвӗсене сӳтсе явасси; ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнасси.