Воскресенье, 28 апреля

Уй-хир кунӗ иртнӗ

Уй-хир кунӗ иртнӗ

Ҫулсерен хӗрӳ вырма пуҫланиччен республикӑра Уй кунне йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал та вӑл Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче иртнӗ. Раҫҫейри 17 регионтан ял хуҫалӑх техникин куравне килнӗ. Вӗсем уй-хирте ӗҫлемелли 100 ытла ҫӗнӗ йышши хатӗрпе паллаштарнӑ. Беларуҫрен те ӗҫлӗ ушкӑн килсе ҫитнӗ. Курава республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.

 «Тӗрлӗ вӑрлӑхсене районличчен малтан акаҫҫӗ, удобрени сапса тӗрӗслеҫҫӗ. Вара хуҫалӑхсем хӑйсене килӗшекен лайӑх вӑрлӑхсемпе удобренисене туянма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек делянка регионта нумай», — паллаштарнӑ Чӑваш Ен вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.

Уй кунне хутшӑннӑ пур ҫынна та сӑнав лаптӑкӗсем илӗртнӗ. Пӗрисем вӗсене курса киленнӗ пулсан, теприсем килӗшӳсем тунӑ. Сӑнав участокӗсем пурри ҫӗрпе ӗҫлекенсене самай пулӑшать.

Михайловка ялӗ ҫывӑхӗнче ял хуҫалӑх техникин чӑн-чӑн хули ӳссе ларни курма килнӗ ҫынсене тыткӑнланӑ. Ҫӗршыври компанисем ака-суха ӗҫӗсене тӑвакан, им-ҫамлакан, тухӑҫа пуҫтаракан трактор-машина кӳрсе килнӗ.

«Пӗчӗк габаритлӑ техника пурри савӑнтарать, мӗншӗн тесен хӑйсем ҫине ӗҫлекенсене эпир 2-мӗш ҫул тӗрлӗ пулӑшу паратпӑр. Кун пекки Раҫҫей Федерацийӗн темиҫе регионӗнче кӑна аталаннӑ. РФ Правительствинче 7 енлӗ пулӑшу параҫҫӗ. Пирӗн Чӑваш Республикинче кӑна тепӗр 7 енлӗ тӗрлӗ пулӑшу пур. Ҫав шутра — пӗчӗк техникӑна туяннӑ чухне 40 процент таранччен субсиди тавӑрса парасси», — ҫапла палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Енре уй-хир кунне 2006 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Чӑнах та, вӑл анлӑланса, ӳссе пырать. Кӑҫал 17 регионтан 80 предприяти-организаци хутшӑннӑ. 

Уй-хир кунӗ чи малтанах ҫӗр ӗҫченӗсене пӗр-пӗрин паха опычӗпе паллашма, ҫыхӑнусем йӗркелеме, ҫӗнӗ технологисене алла илме май парать.

Паллах, вӑй хумасӑр ҫӗр тухӑҫ памасть. Тӑрӑшса ӗҫлекенсене Уй кунӗнче тав хучӗсем парса чысланӑ.

Комсомольски муниципаллӑ округӗнчен те куравра чылайӑн пулнӑ. Вӗсем хушшинче — ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ Н.Макарова тата Раҫҫейри ял ҫамрӑкӗсен союзӗн хастарӗсем (С.Иванов, Е.Макарова,  О.Григорьева). Ентешсем ҫавра сӗтел, ӑсталӑх класӗсенче, спорт мероприятийӗсенче пулса кирлӗ информаци илнӗ. Ҫавӑн пекех ГТО нормисене парса Николай Казаков — 1-мӗш, Ярослав Кокорев 2-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ.

 (ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *