Суббота, 27 апреля

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса

Паянхи кун пурнӑҫ уттипе тан утас тесессӗн нумай информаци пӗлмелле.  Ку тӗлӗшпе халӗ радио-телевидени те, компьютерсемпе телефонсем те пур.  Ҫав вӑхӑтрах хаҫат-журнал урлӑ округ, республика, Раҫҫей шайӗнчи хыпарсене пӗлсе тӑракансем те чылай.  Вӗсем патне пичет изданийӗсене вӑхӑтра ҫитерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ те почта ӗҫченӗсем.  Унсӑр пуҫне почтальонсем пенси укҫи, ҫыру, извещени валеҫеҫҫӗ.  Почта уйрӑмӗнче  электроэнергишӗн, газшӑн, телефоншӑн, йӑлара усӑ куракан каяшшӑн тӳлевсем йышӑнаҫҫӗ.  Кунтах тӗрлӗ тавар та туянма пулать.  Тавар тенӗрен, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрне «Почта России»  маркировкӑпа  туса кӑлараҫҫӗ.   Куратӑр ӗнтӗ, паян почтӑра тӑрӑшакансен ӗҫӗ тӗрлӗ енлӗ.  Ҫакна эпӗ нумаях пулмасть Шурутри почта уйрӑмне ҫитсе хам  куҫпа курса ӗнентӗм.  Коллективпа паллаштарма почта уйрӑмӗн ертӳҫинчен  Надежда Федоровна Зотовӑран ыйтрӑм.  

— Палӑртнӑ ӗмӗт-тӗллевсене пурнӑҫлама тӑрӑшатпӑр.  План тултарассине те ҫирӗп пӑхӑнса ӗҫлетпӗр.  

Шурутри почта уйрӑмӗнче хальхи вӑхӑтра 5 почтальон тата эпӗ тӑрӑшатпӑр.  Шурут ялӗнче пурӑнакансене Валентина Трескина хаҫат-журналпа тивӗҫтерет.  Хӗрарӑм ку ӗҫре 25 ҫула яхӑн тӑрӑшать.  Вӑл — коллективра чи нумай вӑхӑт вӑй хуракан.  Шурут-Нурус  ялӗнчи ҫынсене валли хаҫат-журнала Светлана Коновалова почтальонка валеҫет, тӗрлӗ пулӑшусем парать.

Ольга Морозова почтальон ҫулӗ Йӳҫ  Шӑхаль ялнелле выртать.  Любовь Анисимова вара Юнтапа халӑхӗпе тӗл пулать.  Тутар Шурут ялӗнче пурӑнакансем Кефия Умеровӑна  чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.   Ку тӑрӑхра «Вакыт» хаҫата тата ытти пичет изданийӗсене те ҫырӑнса илеҫҫӗ, — каласа пачӗ Надежда Федоровна.

— Ҫак ӗҫ маншӑн чӑннипех те, чуна ҫывӑх.  Кунсерен почта енне уява кайнӑ пекех васкаса утатӑп.  Ҫынсене хаҫат-журнал сӗнетӗп, вӗсем ҫырӑнсассӑн  хам та хӑпартланатӑп, — терӗ йӑл кулса Светлана Коновалова.

Почтальонсен ӗҫӗ ҫӑмӑл мар.  Хӗрарӑмсен кунне миҫе километр ҫуран утма тивмест-ши.  Ҫумӑр ҫӑвать е ҫил тӑман вӗҫтерет — вӗсен пурпӗр ҫула тухмалла.   Ҫынсем патне хаҫат-журнала, корреспонденцисене вӑхӑтра ҫитермелле.  Коллективри ӗҫченсем туслӑ, пӗр- пӗрне пулӑшса, ӑнланса тӑрӑшаҫҫӗ.

Паянхи куна почта уйрӑмӗнче 2023 ҫулхи 2-мӗш ҫурҫул валли хаҫат-журнал ҫырӑнтармалли тапхӑр вӗҫленнӗ.  Ку тӑрӑхра, пирӗн округра тухса тӑракан «Каҫал ен» хаҫата  хальлӗхе 125 ҫемье ҫырӑннӑ.  Вырӑнти халӑх тата ытти пичет изданисене те кӑмӑллать.  «Хресчен сасси», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Тетте», «Хыпар»   ҫырӑнса илет.

— Ҫырӑнтару тапхӑрӗнче вара вулакансем хӑйсен юратнӑ пичет кӑларӑмӗсемсӗр ан юлччӑр тесе пурне те хаҫат-журнал ҫырӑнма вӑхӑт ҫитни ҫинчен аса илтеретпӗр.  Шел пулин те, пурте ҫырӑнасшӑнах мар.  Пичет изданийӗсене ытларах аслӑрах ӳсӗмри тата тивӗҫлӗ канури ҫынсем илсе тӑраҫҫӗ.  Ҫамрӑксене вара телефонсемпе интернет уҫлӑхӗ  интереслентерет, — пӑшӑрханса каласа пачӗҫ почтальонсем.

Почта уйрӑмӗнче тӑрӑшакансене  Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр.  Кулленхи  ӗҫре пысӑк хавхаланупа тӑрӑшма ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, ӑнӑҫу сунатпӑр.

Ангелина Иноходцева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *