Ҫемьесен фестивалӗнче палӑрнӑ

Ҫемьесен фестивалӗнче палӑрнӑ

Пирӗн округра тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ ҫемьесем сахал мар.  Вӗсем ӗҫре ҫеҫ мар, юрӑ-ташӑра та, спорт ӑмӑртӑвӗсенче те хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ.

Ҫак кунсенче, акӑ, Родионовсен тата Григорьевсен туслӑ ҫемйисем «Семейная команда «Первых» республикӑри фестивальте пулнӑ.  Унта хутшӑнакансем «Наша дружная семья» тата «Семейный образ» енсемпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.  Родионовсем «Творческая семья», Григорьевсем  «Семейный образ» номинацисенче дипломантсем пулса тӑнӑ.  Округра ҫавӑн пек маттур та туслӑ, килӗшӳллӗ ҫемьесем пулни савӑнтарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *